Реклама
Хыпарсем
Каллех пушарсем
Хальхинче пушар Чӑваш Çӗпрел ялӗнче килсе тухрӗ. Инкек иртнӗ шӑматкун ҫӗрле пулчӗ.
Пушар сӳнтерекенсем килсе çитнӗ тӗле Культурная урамӗнчи хуçалăхăн ҫуллахи ҫуртне, мунчине тата хуралтисене вут-çулăм ярса илнӗ пулнă. Вут-ҫулӑм пурӑнмалли ҫурт тата кӳршӗри хуҫалӑх çине куҫас хӑрушлӑх сиксе тухать.
Çапла вара, 115 тăваткал метр лаптăкри пурлăха сиен килнӗ. Пушарăн сăлтавӗ – электрооборудование монтажланă чухне правилăсене тӗрӗс пурнăçламаннипе.
Сентябрӗн 12-мӗшӗнче çӗрле сентябрӗн 13-мӗшне хирӗç, Кивӗ Чукал ялӗнчи Киров урамӗнче вырнаçнă хуҫалӑхăн мунчи тăрри ҫунса кайрӗ.
Пушар сӳнтерекенсем, оперативлă ӗçленине пула, кил-çурта тата ытти хуралтăсене сыхласа хăварнă.
Ҫак инкексем кашнинех асӑрхануллӑ пулмалли тата тепӗр тӗслӗх. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пурнăçлар!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев