Реклама
Хыпарсем
Календарьти дата
Çавӑн пекех, ачасем «Крым историйĕ» документлӑ фильм курчĕҫ.
Юрий Адъютантов
Крым – пирĕн чĕресенче
Мартăн 18-мĕшĕнче П.В.Дементьев музейĕнче «Ӑшӑ ҫурт» социаллӑ приютри ачасем хутшăннипе Крым Раҫҫейпе пӗрлешнӗренпе 7 ҫул ҫитнине халалланӑ «Крымпа Раҫҫей – пӗрлехи шӑпа» музей урокӗ иртнĕ.
Урокра ачасем Крым ҫурутравӗ мĕнле пуҫланса кайни ҫинчен, Крым Раҫҫее таврӑннипе ҫыхӑннӑ 2014 ҫулхи пулӑмсене аса илчĕҫ, географи вырнаҫӑвӗпе, Крым ҫурутравӗн паллӑ вырӑнӗсемпе, ҫутҫанталӑкӗпе, вырӑс поэчӗсен произведенийӗсемпе паллашрĕҫ, урок «Крым ҫурутравӗсем» хӑтлавпа ылмашăнса пычĕ.
Çавӑн пекех, ачасем «Крым историйĕ» документлӑ фильм курчĕҫ.
«Александр Невский – вырӑс ҫӗрӗн хӳтӗлевçи»
2021 ҫулта вырӑс историйӗн паллӑ ҫарпуҫӗ тата политика деятелӗ – Александр Невский княҫ-ҫуралнӑранпа 800 ҫул ҫитнине паллӑ тӑваҫҫĕ.
Мартăн 19-мӗшӗнче П.Дементьев музейӗнче «Ӑшӑ ҫурт» социаллӑ приютри ачасем хутшӑннипе «Александр Невский – вырӑс ҫӗрӗн хӳтӗлевҫи» хӑюлӑх урокӗ иртрӗ.
Ҫитӗнекен ӑрӑва Тӑван çӗршыва юратма, хӑйӗн ҫӗршывӗн историне хисеплеме вӗрентес тӗллевпе урок иртрӗ.
Урокра ачасене Тăван çӗршывăн историн чаплӑ страницисенчен пӗринпе паллаштартӑмӑр, вырӑс наци паттӑрӗ, ертӳҫи, Александр Невский князь ҫинчен калакан представлени йӗркелерӗмӗр.
Ҫаплах, аслӑ ҫарпуҫӑн биографийӗ, тӗп ӗҫӗсем, Раҫҫей историйӗнче вӑл мӗнле йӗр хӑварни, 1240 ҫулхи Невски вӑрҫинче тата 1242 ҫулхи Пӑрлӑ ҫапӑҫура ҫӗнтерни, Екатерина Императрица 1725 ҫулта туса хатӗрленӗ Александр Невский орденӗ ҫинчен пӗлчĕҫ. 2010 ҫулта ордена патшалӑх награди тесе йышӑннӑ, Тӑван ҫӗршывшӑн ӗҫленӗшӗн сӑваплисен шутне кӗртнӗ. Урок А.Невский полководец ҫинчен хӑтлавпа ылмашӑнса пычĕ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев