Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Кадрсен ылмашăвӗ

Официаллă хыпар

Районти ӗç тата халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрăн директорӗн тивӗҫне халӗ Анис Эсраулович Камалов пурнӑҫлӗ.

Унччен вӑл «Прогресс» предприятин пӗтӗмӗшле ыйтусем енӗпе директорӑн çумӗ, «Ҫӗпрелӗн çӗр айӗнчи пуянлăхӗсем» обществăн директорӗ - «Ҫӗпрел» муниципаллă промышленность лаптăкӗн управляющи компанийӗн директорӗ пулса ӗҫлерӗ.

«Ҫӗпрелӗн çӗр айӗнчи пуянлăхӗсем» общество– «Ҫӗпрел» муниципаллă промышленность лаптăкӗн управляющи компанийӗн директорӗ пулма халиччен халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрăн ертӳҫи пулса ӗҫленӗ Роберт Альбертович Низамова куçарчӗç.

Ҫавӑн пекех, Ҫӗпрел районӗнче пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен Палатин ертӳҫин должноҫӗнче те халӗ ҫӗнӗ ҫын. Вăл – 30 ҫулти Булат Загяфарович Ханбиков.

Булат Ханбиков Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ульяновскри патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн П.А.Столыпин ячӗллӗ экономика факультетне пӗтернӗ. ТР федераллă  антимонополи службин Управленийӗнче антимонополие хирӗç контроль уйрăмӗн ертсе пыракан специалист-эксперчӗ, 2017 ҫултанпа ТР вӗренӳ тата наукӑсен Министерствинче пурлăхпа тивӗçтерес тата ӗç сыхлавӗ енӗпе уйрăмăн ертсе пыракан консультанчӗ пулса ӗҫленӗ.

Халиччен Палата ертӳҫин должноҫне пурнăçланă Ильмас Тимиршаевич Абдриева хăйӗн заявленийӗпе килӗшӳллӗн çак ӗçрен хăтарнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев