Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Йывăр самана унăн тӳсӗмлӗхне тӗрӗсленӗ

Валентина Сергеевна Пыркина августăн 25-мĕшĕнче 90 çулхи юбилейне кĕтсе илчĕ

 

Çак сумлă датăпа хисеплӗ юбиляра саламлама район пуçлăхӗн çумӗ Алексей Ярухин, Звезда ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Марина Денисова килнӗччӗ. Хăнасем вăрăм ӗмӗрлӗ Валентина Сергеевнана Раççей Президенчӗн Владимир Путинăн саламлă çырăвне, район пуçлăхӗн парнине, чечек парса хавхалантарчӗç, ырлăх-сывлăх, канлӗ ватлăх, ачисен, мăнукӗсен тимлӗхне сунчӗç. Çывăх çыннине саламлама, çаплах, ачисем, мăнукӗсем, пӗртăванӗсем те килнӗччӗ.

Валентина Сергеевна йывăр самана çулĕсенче, 1932 çул, Хурăнвар-Шăхаль ялӗнче çуралнă, шăпа тени мĕн ачаран унăн тӳсĕмлĕхне тĕрĕсленĕ. Çемьере вара вӗсем 6 пĕртăван ӳснĕ. Выçăллă-тутăллă ачалăх хыççăн, кăшт çитĕнсен, аслисемпе пӗр тан пур ĕçе пурнăçланă. Ҫамрăк пулнă, темĕнле йывăрлăха та чăтса ирттернĕ, пур ĕçре те хăйне лайăх енчен анчах кăтартнă.

Валентина Сергеевна шăпине Çӗнӗ Шăхаль ялӗн каччипе, Петр Егоровичпа, çыхăнтарнă. Çемьере çултан-çул йыш хушăннă: икӗ ывăлпа пӗр хӗре кун çути кăтартнă, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен унчченхи «Дружба» ячӗллӗ колхозăн ферминче тата тӗрлӗ ӗçсенче вăй хунă. Шел, мăшăрӗ кăна çак кунсене çити пурăнса çитеймен, ир пурнăçран уйрăлса кайнă. Хальхи вăхăтра Валентина Сергеевна кĕçĕн ывăлĕн çемйипе, тĕп килте пурăнать. Аслă ывăлĕпе кинĕ, хĕрĕ килсех çӳреççĕ. Мăнукĕсем те тунсăхлама памаççĕ, яланах пырса çӳресе савăнтараççĕ. Валентина Сергеевнан вара паянхи кун 10 мӑнукӗ тата 15 кӗçӗн мӑнукӗ пур.

– Ĕçчен, ырă кăмăллă, тараватлă вăл пирĕн анне, кукамай, асанне, вăл пурне те сăмахпа та, ĕçпе те пулăшма тăрăшать, кӳршӗ-аршă килсен сĕтел хушшине лартмасăр кăларса ямасть, тутлă апат-çимĕçпе хăналать. Мăнаçланатпăр та савăнатпăр та эпир унпа. Ăшă кăмăлшăн, тараватлăхшăн, кирек хăш вăхăтра та пулăшма хатĕр пулнăшăн тав тăватпăр, – теççӗ ачисемпе мăнукӗсем.

Выҫӑллă-тутăллă ачалӑх, йывӑр ӗҫ унӑн тӳпине тивнӗ пулин те, вӑл паян та хаваслӑ, кăмăлӗ ырă. Валентина Сергеевна хăйне сума суса килнӗшӗн хӑнасене тав турӗ, сывлӑх тата ӗҫре ҫитӗнӳсем сунчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев