Йытӑсене учета илӗҫ
Кӑҫалтан пуҫласа, Тутарстанра пурăнакансем хӑйсен йыттисене (виҫӗ уйӑхрисенчен пуҫласа) регистрацилесси ятарлă пулма тивӗҫлӗ.
Районти ветеринари пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Расим Низамов:
— Йытӑсене регистрацилесси икӗ тапхӑрта пулса иртет, маркировкӑласси тата учета илесси. Маркировкăласси — чӗрчунăн ӳт-тирне электронлӑ чип кӗртни, ку хӑйне евӗрлӗ цифрӑран е саспалиллӗ-цифрăллă номерсенчен тӑрать. Чип туянасси тата ӑна йыттăн ӳт-тирне кӗртесси уйрӑм ветеринари клиникисенче те, патшалӑх клиникисенче те йытӑ хуҫин шучӗпе пурнӑҫланать. Йытӑпа унӑн хуҫи ҫинчен калакан информацие федерацин ветеринари енӗпе патшалӑхăн информаци тытӑмне кӗртӗҫ. Йытӑ хуҫи ҫинчен калакан информацисӗр пуҫне, федераци базинче выльӑх тытмалли вырӑн ҫинчен информаци те упранать. Ҫавӑн пекех, йыттӑн йӑхӗпе арлăхне, ятне, тӗсне тата хӑҫан ҫуралнине кӑтартӗҫ. Черчуна сутсан е вӑл вилсен, хуҫи йытта ветеринари службинчен регистрацирен кӑларма тивӗçлӗ пулать. Ҫитес кунсенче ветеринари ӗҫченӗсем çак ӗҫе пуçласа яраççӗ.
Малалла тăсса
2025 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа урамра йытта хăйне кăна çӳретнӗшӗн тата регистрацилеменшӗн штраф хывасси вăйра пулать. Граждансемшӗн вӑл 2 пин тенкӗрен пуҫласа 4 пин тенкӗ таран. Административлӑ наказание тепӗр хут пӑссан 5 пин тенке тӳрӗ килӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев