Ҫивӗч ыйту
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерекен комисси ларӑвне ертсе пычӗ.
– Мана, район пуҫлӑхӗ пулнӑ май, ҫул-йӗр аварийӗ-сенче вилнисен шучӗ ӳсни пăшăрхантарать, – терӗ вӑл, юлашки ҫулсенчи аванах мар статистикӑна палӑртса. – Ӑҫта ӗçлесе пӗтерместпӗр, çак тытăмри лару-тӑрӑва улӑштарассишӗн пире мӗн тумалла, – тесе комисси умӗнче çивӗч ыйту лартрӗ вăл.
Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе комисси ертӳҫин Данис Сатдиновăн отчетне пӑхса тухса тишкерчӗç. Вăл тухса каланинчен курăннă тӑрӑх, ҫулсем ҫинче килсе тухнă инкексенчен нумайăшӗ ҫулсене ҫутӑпа тивӗçтермен вырăнсенче пулаççӗ.
Марат Гафаров комиссие «усалрах» пулма тата руль умне ӳсӗрле ларнă ҫын преступник пулнине палăртрӗ. ГИБДДăн районти уйрӑмӗн начальникӗ Анатолий Михайлов та ҫул-йӗр-транспорт аварийӗсене тишкернӗ чухне район прокуратурин ӗçченӗсенчен пулӑшу ыйтма, ҫавӑн пекех, федераллă çулсен ялсем ҫывӑхне тӳрӗ килнӗ участокӗсене ҫутатас енӗпе ӗҫе хӑвӑртлатма кирлине каларӗ.
Цифрăсем
2020 ҫулта район территорийӗнче пулнă ҫул-йӗр-транспорт аварийӗсенче пилӗк ҫыннăн пурнăçӗ татăлнă. Вӗсем хушшинче пӗр ача та пур.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев