Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Исхак Салахов: «Выҫӑллă-тутăллă пурӑнсан та ҫын чӗрӗ юлма пултарать иккен...»

Аслă Чăнлă ялӗнче пурăнакан тыл ветеранӗ Исхак Салахов 90 ҫул тултарчӗ

Çиме çӑкӑрӗ те, тăхăнма тумтирӗ пулман, ҫӗнтерӗве ҫывхартма хăйсенчен пай кӗртнӗ аслă ăру çыннисем хисепе тивӗçлӗ. Аслă Чăнлă ялӗнче пурăнакан Исхак Салаховăн вӑрҫӑ ҫулӗсем ҫинчен аса илсе каласа памаллисем нумай. Ҫавӑн ҫинчен вӑл: «Халӗ те час-часах шухӑшлатӑп. Ҫавӑн пек выçăллă-тутăллă пурӑнсан та ҫын чӗрӗ юлма пултарать иккен», тет.

Ҫапла, вӗсем сывă юлчӗҫ. «Ачасем ҫуркунне ҫитессе, курӑк шăтса тухасса  чăтăмсăррăн кӗтнӗ. Курӑк шăтса тухсанах, пурте симӗс курӑк пуçтарма тытăнатчӗç. Ялта татса çимелӗх вӗлтӗрен, çумкурăк юлмарӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче выҫӑпа ҫӗр ҫын ытла вилчӗ. Паянхи коронавирус чирӗнчен те хăрушăрах, вар-хырăм  тифӗ тата ытти чирсем те сарӑлчӗç. Вӑрҫа арҫынсене кашни кун илсе кайса тăчӗç, вӗсен  хушшинче тӑватӑ хӗрарӑм та пурччӗ. Нушине нумай куртăмăр», – тет тыл ветеранӗ.

Ашшӗне вӑрҫа ӑсатнӑ чухне вӑл 11 ҫулта пулнă, кӗҫӗн йӑмӑкӗпе пӗрле икӗ шăллӗшӗн, амӑшӗшӗн тӗрек пулса тӑнӑ. Ашшӗнчен килнӗ ҫырусем вӗсене пурӑнма вăй парса тăнă.

Ашшӗнчен ҫапӑҫу хирӗнчен юлашки ҫыру 1945 ҫулта килет. Апрель уйăхӗн варринче ҫырнӑ ҫырура вӑл Польшӑран:  «Часах ҫӗнтерӳпе таврӑнатпӑр», – тесе пӗлтернӗ. Питӗ шел, вӑл унти ҫапӑҫусенчен пӗринче вилет. Ҫӗнтерӳ çитме вара шутлӑ кунсем ҫеҫ юлнă пулнă.

Исхак пичче ҫемьере тавҫӑрулӑхӗпе тата ӗҫченлӗхӗпе палӑрса тӑрать. Ҫавӑнпа та вӑрҫӑ ҫулӗсенче ӑна «Эсӗ пултартӑн», тесе, колхозӑн пур ӗҫне те явӑҫтарнӑ. 13 ҫултанпа вӑл бригадира пулăшакан, лашасене пӑхакан пулса вăй хурать

Ялан ӗçре пулнăран, пӗлӳ  те илеймен. Ӗмӗр тӑршшӗпех ҫавăншăн ӳкӗнсе пурӑнать. Йывӑр ҫулсене тӳссе ирттерсе, ҫар службине кайса килнӗ, унтан колхоза ӗҫе вырнаҫнӑ.

– 3 класлă пӗлӳпе ҫарта шоферсен курсне пӗтертӗм, алла хут илсе таврăнтăм, – тет Исхак Салахов.

Ҫартан таврӑнсан Райса ятлӑ ялти хӗрпе çемье çавăрса, пилӗк ача: тӑватӑ ывӑлпа пӗр хӗр ҫуратса ӳстернӗ. «Хам вӗренеймерӗм»,  тесе Исхак пичче, пур ачи те аслӑ пӗлӳ илтӗр тесе тӑрӑшать. Паян вара вӗсем ашшӗне чыслӑн ӗҫлесе, ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтараҫҫӗ, мӑнукӗсем ӳссе ҫитӗннӗ ӗнтӗ тата хӑйсен пурнӑҫ ҫулне тупнӑ. Вӗсен ҫитӗнӗвӗсем çинчен вӑл хӑйне евӗрлӗ савӑнӑҫпа, мӑнаçлăх туйăмӗпе каласа парать.

Исхак Салахов 15 ҫула яхӑн ялти ветерансен советне ертсе пырать, вӗсен интересӗсемшӗн тӑрӑшса пурăнать. Паян та ун патне пулӑшу тата канаш ыйтма килеҫҫӗ. «Пирӗн Исхак пичче, ялăн летопиçӗ вăл, пурне те пӗлет», – теççӗ. Чӑнах та, вăл каласа пама пуҫласан, вӑхӑт иртнине те сисместӗн. Тӑхӑр теҫетке ҫул тултарнӑ ветеран ял историне те, нумай ҫемьене те, ят-хушаматне те, аслашшӗ-асламӑшне  çити те астӑвать.

Исхак Салахов хальхи вӑхӑтра хӑй кӑна пурӑнать. Мăшăрӗ вилнӗренпе 8 ҫула яхӑн вăхăт иртнӗ. Ульяновск хулинчен кашни эрнере тенӗ пекех хӗрӗ Венера килет, ывӑлсем те тӗп никӗсре час-часах хӑна пулаҫҫӗ.

Çак кунсенче Исхак Салахов 90 ҫул тултарчӗ. Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тыл ветеранне уяв ячӗпе саламларӗ. Раҫҫей Президенчӗн саламлӑ ҫырӑвне тата парне пачӗ. Сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр сунчӗ. Вăрçă çулӗсенчи ӗҫӗсемшӗн тав турӗ, 95 ҫулхи тата 100 ҫулхи юбилейӗсенче тӗл пулма, Турӑ сывлӑх патӑрччӗ, терӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев