Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ирӗк паман вырӑнсенче шыва кӗме чараççӗ

Тутарстан Республикин территорийӗнче çанталăк шăрăх тăнă май, шыв объекчӗсенче çынсем путасси палăрмаллах ӳсрӗ.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑн шыв объекчӗсенче 65 ҫавӑн пек инкеклӗ пулăм пулса иртнӗ, 42 ҫын путса вилнӗ, вӗсенчен саккăрăшӗ – ачасем.

114 пушар чаçӗн начальникӗн çумӗ, шалти службӑн аслӑ лейтенанчӗ Ильвир Салахов каланӑ тӑрӑх, Ҫӗпрел районӗн территорийӗнче 2022 ҫулта шыв объекчӗсенче инкексем пулман. Иртнӗ çул вара район территорийӗнчи шыв-шурсенче икӗ ҫыннăн пурнăçӗ татăлнăччӗ.

Ҫынсем путса вилессине сирсе ямалли пӗртен-пӗр меслет вӑл – профилактика ӗҫӗ тата çырмасем патне рейдсем ирттерни. Ильвир Салахов пӗлтернӗ тăрăх, паянхи кун район территорийӗнчи шыв объекчӗсене 23 профилактика патрулӗн ушкăнӗ контрольлесе тăрать.  Пушар хуралӗн, полици пайӗн ӗçченӗсемпе тата ял тăрăхӗсен представителӗсемпе пӗрле пурăнакан пунктсенче гидротехника сооруженийӗсене тӗрӗслеҫҫӗ, рейдсем йӗркелеҫҫӗ.

«Оборудованилемен вырӑнсенче шыва кӗме пачах чараççӗ. Кун ҫинчен пӗлтерӳсене мӗнпур шыв объектсенче те вырнаҫтарнӑ», – тет Ильвир Салахов.

Шыва кӗрес текенсене, правилӑсене пӑхӑнманшӑн штрафсем палӑртнине аса илтерес тетӗп. Физически лицосемшӗн вӑл 1500 тенкӗрен пуҫланать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев