Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Йăх-несӗл тымарӗн фестивалӗнче

Ӗнер. Паян. Ыран

Ӗçӗсене хисеплесе

Çурт—йӗрпе хуçалăх тата халăха кулленхи йăла пулăшăвӗ кăтартас енӗпе нумай çул ӗçленӗшӗн «Прогресс» предприятийӗн ӗçченӗсем: Ильгизар Альбертович Садыков, Юрий Александрович Шишкин Тутарстан Республикин строительство, архитертура тата коммуналлă хуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе, Юрий Витальевич Афанасьев, Андриян Валентинович Журавлев Çӗпрел муниципаллă районăн Ӗç тăвакан комитетчӗн Тав çырăвӗпе парнеленчӗç.

«Созвездие-Йолдызлык» конкурсӑн муниципаллă этапӗ иртрӗ

100 ытла ҫамрӑк ҫын тӗрлӗ жанрсенче хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗ.
Районти Культура çуртӗнче «Созвездие-Йолдызлык» ачасен пултарулӑх конкурсӗн муниципаллă этапӗ иртрӗ. Сцена ҫинче наци юррисем янӑранӑ, хастарлӑ та лирикӑллӑ ташӑсем пурнăçланă, ҫавӑн пекех тарӑн шухӑшлӑ та эмоциллӗ сӑвӑсем каланă. Кӑҫалхи конкурса Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Март уйӑхӗн 28-29-мӗшӗнче çамрӑк талантсем Теччӗ хулинче иртекен зонăри этапра район чысне хӳтӗлӗҫ.

«Малтисен юхăмӗ» ларăвӗ

Мероприяти Галиаскар Камал ячӗллӗ театрăн ҫӗнӗ ҫуртӗнче иртрӗ. 
«Малтисен юхӑмӗн» координаци ларӑвӗ иртрӗ, унта Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов хутшӑнчӗ. Онлайн-режимри ларӑва 17 ҫӗршывран 200 ытла шкул хутшӑннӑ, офлайн-форматра Тутарстан Республикинчен 15 шкул представителӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем хушшинче Ҫӗпрел районӗнчи «Малтисен юхӑмӗн» вырӑнти уйрӑмӗн ертӳҫи Раниля Алиуллова тата совет ертӳçи Диляра Шарапова пулчӗç.

Йăх-несӗл тымарӗн фестивалӗнче

«Ӗмӗрсен ахрăмӗ çемье историйӗнче» республикăри йăх-несӗл тымарӗн фестивалӗн зонăри тапхӑрӗ Кайпăç районӗнче иртрӗ.
Мероприятие йӑх-несӗл тымарне упраса хăварма тата аталантарма, ҫемье ҫыхӑнӑвӗсене, ӑрусен малашлăхне ҫирӗплетме, анлӑ общественноçа хӑйӗн ҫемье историйӗпе интереслентерме тӗллев лартнӑ.

Фестивалре конкурсăн муниципаллă этапӗнче ҫӗнтернӗ Упи ялӗнчен Сердцевсен çемйи хутшăнса дипломпа наградӑланчӗ.

Çӗнтерӳ историне пӗрле упрар!

Тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 80 ҫул пулнă май «Туган як» — «Тăван ен» хаҫат редакцийӗ «Ман асатте вăрçăра пулнă...» текен творчество конкурсне ирттерет. 
Конкурс тӗллевӗ: вӑрҫӑ геройӗсене асра тытасси, пирӗн асаттесем, вӗсен паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен каласа парасси. 
Конкурса шкул ачисем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Чӑн пулӑмсем ҫинчен статьясене тутарла, вырӑсла, чӑвашла йышăнаççӗ. 
Пултарулӑх ӗҫӗсене tuganyak@bk. ru электронлӑ почтӑпа ярса пама е 422470, ТР, Ҫӗпрел районӗ, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗ, Абязов урамӗ, 5-мӗш çурт адреспа почта урлă ярса пама пулать. Тӗплӗнрех ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 8 (84375) 2-26-42.

Паспорт илчӗç

Чи пӗлтерӗшлӗ документа 19 ҫамрӑк ача илчӗ. 
«Созидание» клубра районти 14 ҫулти граждансене торжествăлла условире паспортсем пачӗç. Мероприятие Крыма Раççейпа пӗрлештернӗ куна халалласа ирттерчӗç. 
Унта Ҫӗпрел муниципаллă район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин, район прокурорӗн çумӗ Аяз Миндубаев тата Раççей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи пайӗн начальникӗн çумӗ Ранис Бахитов хутшӑнчӗç, вӗсем çамрăксене ырă сунăмсем каларӗç. 

Пуҫ мимине те тимлӗх памалла

Тутлăхлă веществосемпе кислорода пуҫ мимине кӳрекен юн тымарӗсем йышлӑ. 
Ҫавӑнпа та вӗсемшӗн тӑрӑшмалла. Ку тӗлӗшпе ансат рецепт:
Ӗçекен чейӗр çине кашни кунах пӗр чӗптӗм корица ҫеҫ хушӑр. Тепӗр эрнерен-вунӑ кунран пуҫ мимин лайăх ӗçлессин пултарулăхӗ чылай ӳсет.

Шӑл пасти мӗнлереххи санӑн?

Шӑл пасти ҫинчи йӑрӑмсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?
Хура йӗрлӗ шӑл пастинче хими веществисем 100 процент пулнине кӑтартать. Хӗрлӗ йӗр — 80 процент. Кӑвак йӗр — 20 процент. Симӗс йӑрӑм чи хӑрушсӑрлăххине пӗлтерет. Вӑл çутçанталăк компоненчӗсенчен тӑрать.
Шӑл пастин компоненчӗсен списокне тӗплӗн тишкерме тата шӑл эмалӗпе ҫӑвар ӑшчиккине япӑх витӗм кӳмен пастăсемпе усӑ курма тӑрӑшӑр!

Алă-урӑрсем ан ыратчӑр

Тин ҫеҫ каснӑ чӑрӑш турачӗсене пысӑк савăт çинче вӗри шывра пиçӗхтерӗр. 
Шыв температури 37-38 градус таран ансан, алӑсемпе урасене унта чиксе 30 минут тытса тӑрӑр. Унтан ура-алăсене ҫӑм пирпе чӗркӗр те 1 сехет выртӑр. Ку процедурӑна кашни 2 кунран тумалла. Ревматизм полиартритне сиплемелли курс 5-7 процедура шутланать.
Сӗлӗ улӑмӗ çине (200-300 грамм) 5 литр шыв ямалла та 30 минут пӗҫермелле. Настойка 36-37 градус таран сивӗнсен алă-урӑрсене чиксе 20-30 минут ларӑр. Процедура валли 5-6 ванна кирлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев