Январьте штрафсен суммисем ӳсрӗç
Патшалăх Думи ҫул-йӗр правилисене пӑсакан водительсемшӗн штрафсен виçине ӳстерме закон йышăнчӗ, вăл 2025 ҫул пуҫламӑшӗнчен вӑя кӗчӗ.
Ҫӗнӗ ҫултан ҫӑмӑллӑхсен сумми чакрӗ. Ӗлӗк 20 кун хушшинче штрафсене тӳлесен, штрафсен суммин 50 процентне ҫеҫ тӳлеме май пулнӑ пулсан, халӗ вара ăна 25 процента ҫеҫ хăварнă.
Тӳлесе ӗлкӗрмелли срока вара 20 кунран пуҫласа 30 куна ҫитиччен тӑснӑ.
ҪУЛ-ЙӖР ПРАВИЛИСЕНЕ ПӐХӐНМАН ВОДИТЕЛЬСЕНЕ:
хӑвӑртлӑха сехетре 20 ҫухрӑмран 40 ҫухрӑм таран ӳстернӗшӗн — 750 тенкӗ;
сехетре 40 ҫухрӑмран 60 ҫухрӑма çитиччен ӳстернӗшӗн — 1500-2250 тенкӗ;
сехетре 60-80 ҫухрӑма çитиччен —3000-3750 тенкӗ;
сехетре 80 ҫухрӑмран ытла пулнă тӗслӗхре — 7500 тенкӗ тӳлеме тӳрӗ килӗ.
Ҫул-йӗр правилисене тепӗр хут пӑссан вара, штраф 3000 тенкӗрен пуҫласа 7500 тенке тӳрӗ килӗ.
Унсӑр пуҫне васкавлӑ пулӑшу, полици, пушар хуралӗн машинисене ирттерсе яманшӑн штраф сумми 4500 тенкӗрен пуҫласа 7500 тенкӗ таран пулӗ.
Çын сывлӑхне сиен кӳнӗ çул-йӗр юхӑмӗн е транспорт эксплуатацийӗн правилисене пӑснӑшӑн штрафсен сумми чылай пысӑкланать.
ВӖСЕНЕ ҪАПЛА ПАЛӐРТНĂ:
çынна кӳнӗ ҫӑмӑл сураншăн — 3750-7500 тенкӗ;
суран вӑтам шайра пулсан — 15000-37500 тенкӗ;
ӳсӗрле руль тытса пынăшăн — 45000 тенкӗ (унччен 30000 тенкӗччӗ);
хӑрушсӑрлӑх пиҫиххине çаклатманшăн 1500 тенкӗ (унччен 1000 тенкӗччӗ);
светофорӑн хӗрлӗ çутине пăхăнмасăр иртсе кайнăшăн — 1500 тенкӗ (1000 тенкӗччӗ);
светофорӑн хӗрлӗ çутине пăхăнмасăр тепӗр хут иртсе кайнăшăн — 7500 тенкӗ (5000 тенкӗччӗ);
транспорт хатӗрне машинасем çӳрекен вырăнта çул çинче хӑварнӑшӑн — 2250 тенкӗ (1500 тенкӗччӗ);
палăртман вырăнта çул-йӗр юхăмӗн хирӗçле йăрăмӗ çине тухнăшăн — 1500 тенкӗрен пуҫласа 2250 тенкӗ таран (1000 тенкӗрен пуҫласа 1500 тенкӗччӗ);
çул-йӗр юхăмăн хирӗçле йӑрӑмӗ ҫине тухнӑшӑн — 7500 тенкӗ (5000 тенкӗ), çул çинчи юхăмăн хирӗçле йӑрӑмӗ ҫине тепр хут тухнӑшӑн — 7500 тенкӗ (5000 тенкӗччӗ);
«çул-йӗр паллисен (знак) требованийӗсене» пӑхӑнманшӑн — 750 тенкӗ (500 тенкӗ);
палӑртман вырӑнта сулахаялла пăрăннăшăн — 500 тенкӗрен пуҫласа 2250 тенкӗ таран (1000 тенкӗрен пуҫласа 1500 тенкӗччӗ);
палăртман вырӑнта чарӑннăшӑн — 2250 тенкӗ (1500 тенкӗ);
çул-йӗр паллисемпе чарăнма юраман вырăнта çăк турттармалли транспортпа çӳренӗшӗн — 5000 тенкӗ (500 тенкӗччӗ);
паллăсемпе чарнӑ вырӑнта груз турттармалли транспортпа тепӗр хут çӳренӗшӗн — 10000 тенкӗ;
маршрут транспорчӗн йăрăмӗпе транспорт хатӗрӗпе ҫӳренӗшӗн — 4500 тенкӗ (3000 тенкӗччӗ);
тӗрӗслев иртме килӗшменшӗн 45000 тенкӗ (30000 тенкӗччӗ) штраф пӑхса хӑварнӑ.
Машинӑна ӳсӗр пуçпа çӳретни çине уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ. Çакăншăн штраф виҫи 30 пинрен пуҫласа 45 пин тенкӗ таран ӳсет. Медицина тишкерӗвне иртессине пӑхăнманшăн та ҫавӑн пекех штраф кӗтет, тӗрӗссипе каласан, ку айӑпа йышӑннипе пӗрех, — тет кун пирки район ГИБДД пайӗн пуçлăхӗ Анатолий Михайлов.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев