Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Грипа хирӗҫ прививка тутартăн-и?

Районти тӗп больницăна кăçал 12 941 вакцина  килме тивӗçлӗ. Бюджет, халăхпа ӗçлекен организацисенче ӗçлекенсенчен ытларахăшӗ вакцинаци процедурине иртнӗ те ӗнтӗ

Тутарстан Республикинче ҫулсерен грипп тата çивӗч респираторлă вирус инфекцийӗсемпе 700 пине яхӑн ҫын чирлет. Ку инфекци чирӗсен 85 процентне тӳрӗ килет. Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлавӗн организацийӗ грипп – çивӗч респираторлă вирус инфекци чирӗ медицина тытăмӗнче тата социаллӑ-экономикăлла  проблема пулни çинчен аса илтерет тата вакцинаци тума сӗнет. Вакцина тутарни – чиртен сыхланмалли тата иммунитета ҫирӗплетмелли пӗртен-пӗр тӗрӗс меслет. Вакцина 90 процент таран чире сирсе яма пулӑшать. Чирленӗ вăхăтра та вӑл кӑткӑс формăра пулмасть тата организма сиен кӳмест.

–Хӑвна тата ҫывӑх ҫыннăрсене сыхлас килет иккен, прививка тутармалла, – тет районти тӗп больницăн тӗп врачӗн çумӗ Гузалия Маликова. –  Ҫакăншăн  чи меллӗ вӑхӑт – сентябрь-октябрь уйăхӗсем. Ҫак вӑхӑтра респираторлӑ вирус инфекци (ОРВИ) чирӗ питех сарӑлмасть тата организм вируса  хирӗҫ тӑма çирӗпленсе ӗлкӗрет.

Тӗп врач çумӗн сăмахӗсенчен курăннă тӑрӑх, районта кăçалхи çулăн паянхи тапхăрне 1176 çивӗч респираторлă вируслă инфекци (ОРВИ) чирӗ регистрациленнӗ, вӗсенчен 577-шӗ 17 çулчченхи çамрăксем хушшинче. Çак хисеп, иртнӗ  çулхипе танлаштарсан,  чылай ытларах. Тӗрӗс, кӑҫалхи çул  коронавирус инфекцийӗ те çакна сӑлтав пулчӗ. Кайранхи кӑтартусем тӑрӑх вара даннăйсем çапла: ковид енӗпе 1365 лаборатори тестчӗ ирттернӗ.  85 Çӗпрел çыннинче вăл уçăмланса, вӗсем сиплев курсӗсем иртнӗ.

Нумаях пулмасть районти Ӗҫ тӑвакан комитетра санитарипе эпидемие хирӗç кӗрешес енӗпе комиссин черетлӗ ларӑвӗ  пулса иртрӗ. Унта халӑха вакцинацилесси тата коронавирус чирӗнчен сыхланмалли мерăсене пурнӑҫласси çинчен калаçу пулчӗ.

Кăçал планпа 12 941 ҫынна вакцинацилесси пăхăннă. Район центрӗнчи  больницӑна грипа хирӗç тивӗçлӗ чухлӗ вакцина кӳрсе тăраççӗ.

– Пӗрремӗш черетре, медицина, пӗлӳ паракан учрежденисенче ӗҫлекенсене, вӗренекенсене, шкул çулне çитичченхи ачасене, халӑхпа ӗçлекен организацисенчи, аслă ăру çыннисене вакцинацилеҫҫӗ. Вакцина çын организмне нимӗнле сиен те кӳмест, аллерги те памасть, пачах урӑхла, вӑл çивӗч респираторлă вирус  инфекцийӗсене хирӗҫ тӑрать, тарăна каясран сыхлать,– тет Гузалия Маликова.

Эпидемирен сыхланассишӗн профилактика мероприятийӗ- сем çине тимлӗхе  ӳстермелли ҫинчен те калаçрӗç комисси ларăвӗнче. Организацисемпе учрежденисенче санитари мерисене ҫирӗп тытса пырассине тивӗçтермелле, терӗç. Çак тапхăрта халӑх нумай пухӑнакан вырӑнсенче ҫӳременни, медицина маскисене тӑхӑнса ҫӳрени, гигиена требованийӗсене пурнăçлани: алӑсене яланах ҫуни, апат-ҫимӗҫ рационне С витамин пулнă апатсем кӗртни  кашниншӗн усăллă пулӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев