Грантсем идейӑсене вăя кӗртме пулӑшаҫҫӗ
Палӑртнӑ плансене пурнӑҫлассишӗн час-часах финанс майӗсем ҫитмеççӗ.
Шăпах тӗрлӗ интереслӗ проектсен авторӗсене пулӑшассишӗн грантсен системи ӗçлет – вӗсен пулăшăвӗпе чи хӑюллӑ идейăсемпе ӗмӗтсем пурнӑҫланса пыраҫҫӗ.
Çак кунсенче района ТР Патшалӑх Совечӗн депутачӗ, «РИТЭК» обществăн генеральнӑй директорӗн çумӗ – «Тат-РИТЭКнефть» суту-илӳпе промышленность палатин директорӗ Николай Нефедов килнӗччӗ.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаровпа пӗрле вӗсем республикăра «ЛУКОЙЛ» ыр кӑмӑллӑх фончӗ ирттерекен конкурсра ҫӗнтернӗ социаллă тата культура проекчӗсем район тăрăхӗнче мӗнле вăя кӗнипе паллашрӗç.
Уйрăммăн илсен вӗсем «Art-musik» ку чухнехи сасӑ ҫыракан студире («Талантсен планети» ачасен творчество шкулӗ), Алешкин-Саплăк ялӗнчи «Туслăх» кӳлли, Кивӗ Çӗпрелӗнчи «Кадер» çăлкуçӗ патӗнче, Упи ялӗнчи «Ăшă çурт» приютра пулчӗç.
Районта проектсене вăя кӗртмелли программăна лайăх йӗркеленине, укçа-тенке тӗллевлӗ тытнине палăртса иртрӗ Николай Нефедов.
– Конкурсăн тӗп тӗллевӗ пулса, обществăлла организацисенчен тата халӑхран кӗнӗ инициативăсене ырласси, вырӑнсенчи социаллă ыйтусене татса парасси тăрать.
Пӗтӗмӗшле илсен, 11 ҫул хушшинче конкурс комиссине 7,5 пинрен ытла проект кӗнӗ, вӗсенчен 1,5 пинрен ытларахăшне ҫӗнтерӳҫӗсем тесе йышӑннӑ.
Грантсен пӗтӗмӗшле сумми 300 миллион тенке тӳрӗ килет. Вăя кӗрекен мӗнпур проектсем те халăхшăн усӑллӑ ӗçлеччӗр тесе сунатăп, – терӗ Николай Нефедов.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев