Грант укçине – усӑллӑ ӗçе
Проектсем
Юлашки ҫулсенче проектсем çырса, ăна выляса илнӗ тӗслӗхсем нумайланчӗç. Гранта тепӗр тӗрлӗ, укçа-тенкӗ тесе ăнланмалла. Ăна выляса илтӗн иккен, укçу та пулать, апла пулсан. Ку бюджет организацийӗсемшӗн тӗп ҫул-йӗр. Эпир районти Культура çурчӗн пултарулӑх ӗҫӗсем енӗпе директорӗн çумӗнчен Мансур Айметовран районта çакнашкал проектсем çырас, грантсем выляса илессин йӗрки çинчен ыйтрӑмӑр.
– Районӗпе юлашки пилӗк ҫулта 87 грант ӗҫӗ ҫырса панӑ. ТР Культура, экономика, ӗҫ, халăха ӗҫпе тивӗҫтерекен тата социаллӑ хӳтӗлев министерствисенчен, «Лукой» обществи, культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн пӗрлӗхӗн Тутарстан фондӗнчен 8 миллион та 810 пин те 41 тенкӗ грант выляса илнӗ. Кăçал «Çӗпрел энциклопедийӗ» кӗнекене кăларассишӗн те, «Чи лайӑх Культура ҫурчӗ», «Чи лайӑх культура ӗҫченӗ» ятсене тивӗçлӗ пулнă ӗçченсем те грантсем илчӗç.
Грант выляса илни яваплӑх та хушса парать. Укçа-тенке проектра çырнă тӗллевсем валли тӑкакламалла – кашни тенкӗшӗн явап тытмалла. Ҫавна май районта ӗҫе лайăх йӗркеленӗ, – тет Мансур Айметов.
–Пӗтӗм грантсем те районти поселоксем хушшинчи культура çурчӗн бюджет организацийӗ, коммерциллӗ мар организацисен (НКО): вырăнти обществăлла «Ыркăмăллăх» фончӗн, культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн районти комитечӗ ятӗнчен илӗнчӗ. Тӗллевлӗ усă курнă.
Выляса илнӗ грант укҫине «Çамрӑк ҫӑлтӑр – 2019, 2020», «Троицкие напевы – 2018, 2019» фестивальсене ирттерме, «Çамрăклăх», «Тан» халăхпа ташӑ ансамблӗсем, «Кахăрлă çамрăкӗсем», «Гульджамал» ансамбльсем валли сцена тумтирӗсем, районти культура çурчӗн «Тулпар» пукане театрне, «Бутерчек» ачасен театр коллективне 29 штук пуканесем, декораци, реквизитсем, бутофори, сасă аппаратури, ноутбуксем туяннă. 10 культура çурчӗ музыка инструменчӗсемпе, сасӑ аппарачӗсемпе, оргтехникӑпа, телевизорсемпе, ноутбуксемпе, кино-оборудованипе, пӳлӗм оборудованийӗсемпе, хальхи саманари фотоаппаратсемпе, проекторсемпе пуянланнӑ.
Грантсем ҫырни, унӑн нумай тӗрлӗ отчечӗсене парасси нумай вăхăта илсен те, пирӗн район культурине аталантарма, культура ҫурчӗсен пурлӑхпа техника базине пуянлатма пысӑк пай кӗртнӗ, апла пулсан.
Темăна малалла тăсса
Коронавирус инфекцийӗ сарӑлса пынинчен сыхланас условисенче кăçал районта «Çамрӑк ҫӑлтӑр – 2020» район фестивалӗн суйласа илмелли турӗ «Çӗнӗ ӗмӗр таланчӗсем» пултарулӑх отчечӗсен йӗркипе тата онлайн форматра иртрӗ. Сентябрӗн 30-мӗшӗнче онлайн режимӗнче XXVI фестивалӗн пӗтӗмлетӳ концерчӗ те пулса иртрӗ. Унта «Тан» юрӑпа ташӑ ансамблӗ, «Яшьлек» халăх хореографи коллективӗн «Шатлык», «Сабантуйчик» групписем, «Юрай», «Шевле», «Ложкари», «Яз нуры» вокал, баянистсен, юрӑҫсен, ташӑ коллективӗсем, «Тулпар» пукане театрӗ, уйрӑм юрлакансем пӗрле пурӗ 121 талантлă ача сцена çине тухрӗ. Мӗнпур хутшăннă ҫамрӑк ҫӑлтӑрсене те асӑнмалӑх парнесемпе, дипломсемпе парнеленӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев