Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Фольклорти халӑх пурнăçӗ

Фольклорта халӑх хӑйӗн пурнӑҫне, кулленхи йăлине, пушӑ вӑхӑтне нумай енлӗ сăнаса кăтартаççӗ.

Районти ялти Культура Çурчӗсенче, клубсенче ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен коллективсем пур. Унта тӗрлӗ професси хуçисем, аслисем, ачасем хаваспах халăхăн авалхи йăли-йӗркисене вӗренеççӗ, пуянлатса халăха сӗнеççӗ.

«Халӑх» ятне çӳретнӗ «Сумбела» (Кивӗ Шемӗршел ялӗ), «Çӗпрел», «Хӗлхем» (районти Культура çурчӗ), «Родничок» ачасен коллективӗ (Упи ялӗ), «Мишары» (искусство шкулӗ), «Гульджамал» (Шланка ялӗ), «Сариякай» (Ҫӗнӗ Кахăрлă ялӗ), «Райхан» (Аслă Чăнлă) тата ытти фольклор коллективӗсем  республикӑри, регионсен, Пӗтӗм раҫҫейри фестивалӗсенче хутшăнса,  Дипломсемпе, Сертификатсемпе парнеленчӗç.

Районти Культура çурчӗ «Ырăлăх»  фончӗ урлӑ «Венок дружбы» фестивале ирттерессишӗн грант та выляса илнӗччӗ. Грант укҫи-тенкипе фольклор коллективӗ валли сцена костюмӗсем ҫӗленӗ.

Август уйăхӗнче «Çӗпрел» паркӗнче «Венок дружбы» фольклор фестивалӗнче 22 коллектив сцена çинче юрларӗç-ташларӗç. Фестиваль Гала-концертӗнче хутшӑннă коллективсене дипломсемпе, кашни пурнăçлакана асăнмалăх парнесемпе чысларӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев