Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Февральпе март пенсийӗнче уйрăмлăх мӗнрен килсе тухнă

Раҫҫей Пенси фончӗн Тутарстанри уйрӑмӗнче республикӑра пурӑнакансен пенсийӗ пенси мӗншӗн февраль уйӑхӗнче март уйӑхӗнчен пысӑкрах пулнине ӑнлантарса пачӗҫ.

 

– Ҫак уйрӑмлӑх январь уйăхӗшӗн хушма тӳлевпе ҫыхӑннӑ, çак уйăхра Тутарстан çыннисене 5,9 процент виҫепе индексацие шута илсе тӳлерӗç. Февралӗн 1-мӗшӗнчен вара индексацие Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путин хушăвӗпе 8,6 процент таран ӳстерчӗç.

«Февральти пенси пысӑкчӗ, мӗншӗн тесен ҫак уйӑхра пенсионерсем пенсипе пӗрле январь уйӑхӗшӗн 8,6 процента яхӑн индексациленӗ хушма укçа илчӗç. Март уйӑхӗнче пенсие январь уйăхӗнчи хушăмсăр кăна куҫарнӑ. Индексацие икӗ тапхӑрта ирттерчӗç. Январӗн 1-мӗшӗнчен пенсие 5,9 процент ӳстернӗ, февралӗн 1-мӗшӗнчен вара Раҫҫей Президенчӗн хушӑвӗпе федераци законӗпе килӗшӳллӗн 8,6 процент хушма индексациленчӗ», – тенӗ хыпарта.

Республикӑра пурӑнакансем хӑйсен пенсийӗсене индексаци тунӑ хыҫҫӑн тӗп-тӗрӗс виҫине Раҫҫей Пенси фончӗн сайтӗнче е патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче пӗлме пултараҫҫӗ. Ҫавна тӑвас тесен «Палӑртнӑ пенсисем тата социаллӑ тӳлевсем ҫинчен калакан справкăшăн заказ памалла» текен электронлӑ сервиса активлатмалла.

Документ чӑн вӑхӑт режимӗнче темиҫе секунд хушшинче йӗркеленет. Юридически вӑя кӗнӗ. Кирлӗ пулсан ӑна принтертан кăларса илме пулать. Кашни пенсионерӑн индексаци хыҫҫӑн хушăннă укçи индивидуаллă тата пенси виҫинчен килет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев