Эсир хӗле хатӗр-и?
Ҫутҫанталӑк хӑйӗннех тӑвать, ерипен хӗл çывхарать.
Халиччен ҫанталӑк ӑшӑ тăрсан та, юлашки кунсенче сивӗтме пуҫларӗ. Кӗркунне вылят-и, элле хӗл пуҫламӑшӗ-и? Мӗнле пулсан та, малашнехи кунсенче урамра сывлӑш температури минус çине куҫать.
Машина çӳре-текенсенчен нумайăшӗ хӗллехи кустӑрмасем ҫинчен шухӑшлама пуҫларӗ. Йăлана кӗнӗ тăрăх, тимӗр лаша хуçисен 80 проценчӗ ноябрь уявӗччен хӗллехи кустӑрмасем çине куҫса ӗлкӗреççӗ. Юр вăйлă ҫумасан та, ҫӗрлехи сивӗсем, çакăн ҫумне тата юрпа хутăш ҫумӑр çуни çуллахи кустӑрмасемпе çӳреме йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратать.
– Пӗр эрне хушшинче термометр юпи çинче +5...+7 градус температури сыхлансан, çуллахи резинӑна хӗллехипе улӑштарма вӑхӑт, теҫҫӗ автоэкспертсем.
– Хӗл пуçланас умӗн автомобиль шинисене улăштарма кирлине кашни водитель пӗлет. Паллах, хӗлӗпех ҫуллахи кустӑрмасемпе ҫӳрекен ҫынсем те пур. Анчах та ҫакӑ хăйне кăна мар, ыттисене те хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерме пултарать текен сăмах. Ҫавӑнпа та кустӑрмасене, сезона пăхса, улӑштарни паха, – тет ГИБДД уйрӑмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов.
Ялан тенӗ пекех, юр лариччен, е çуса, е ирӗлтерсе, пăрлантарса ярса тарăхтарать. Ҫавӑнпа машинӑсене хӗллене хатӗрлесе хуни лайӑхрах. Ҫакна ан манӑр: хӗллехи кустӑрма хӑрушсӑрлӑхран хӑтармасть, вӑл пурӗ те юрлă-пӑрлӑ вӑхӑтра çул çинче ҫӳреме кӑна ҫӑмӑллатать. Хӑрушсӑрлӑхӑр сиртен килет. Ҫул ҫинче асӑрхануллӑ пулӑр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев