Эп – чӑваш ачи
Ӗнерхи почтăран
Эпӗ чӑваш çемйинче çуралса ӳснӗ, чӑваш шкулӗнче вӗренетӗп, чӑваш ялӗнче пурӑнатӑп. Апла пулсан эпӗ чӑваш ачи пулнишӗн мӑнаçланатӑп, савӑнатӑп. Шкулта эпир чӑваш чӗлхи, литература вулавӗ предмечӗсене чӑвашла вӗренетпӗр. Уроксенче пире Алена Петровна Осипова тӑван халӑхӑн паллӑ çыннисемпе паллаштарать.
Халӗ манӑн Петӗр Петрович Хусанкай поэт çинче чарӑнса тӑрас килет. Кӑçал январӗн 22-мӗшӗнче вӑл çуралнӑранпа 115 çул çитрӗ. Ун пултарулӑхӗпе эпир литература вулавӗ урокӗнче паллашрӑмӑр. Вӑл чӑваш халӑх поэчӗ, куçаруçӑ. Унӑн хайлавӗсем литературӑра паллӑ йӗр хӑварнӑ. Эпир, 4-мӗш класра вӗренекенсем, урокра унӑн «Эп – чӑваш ачи…» сӑввипе паллашрӑмӑр, ӑна пӑхмасӑр та вӗрентӗмӗр. Кунта эпир автор Петӗр Петрович Чӑваш çӗрне, ӗмӗрхи Шупашкара, чӗвӗл-чӗвӗл чӗлхене савнине, юратнине, хисепленине куратпӑр. Вӑл чӑвашла та, вырӑсла та вулама юратни çинчен каланӑ, икӗ чӗлхе икӗ ӑс панине ӑнлантарнӑ. Çакӑ манӑн чӗрере тарӑн йӗр хӑварчӗ. П.П.Хусанкай та И.Я.Яковлев пек, К.В.Иванов пек, Çеçпӗл Мишши пек тӑван чӗлхен пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшнӑ. Халӗ вара ялта чӑваш ачисем чӑвашла калаçмасӑр вырӑсла перкелешеççӗ вӗт! Çакна П.П.Хусанкай курнӑ пулсан питӗ те çиленнӗ пулӗччӗ. «Тӑван чӗлхене юратса вӗренмерӗн пулсан ытти чӗлхене те кирлӗ пек вӗренеймӗн», – тенӗ пулӗччӗ. Вӑл «Эп – чӑваш ачи…» сӑввинче икӗ чӗлхене пӗрле тан вӗренсе пымалли çинчен калать-çке! Чӑваш чӗлхине манса вырӑс чӗлхине кӑна вӗренмелле тесе каламасть!
Ăслӑ çынсен сӑмахӗсене, ӗçӗсене тӗпе хурса чӑваш пулма пӑрахар мар, тӑван чӗлхене, атте-анне чӗлхине хисеплеме манар мар. Тӑван чĕлхен пуянлӑхне упрасси пӗтӗмпех хамӑртан килет-çке! Манӑн чĕлхем малалла та янӑрасса шанас килет. Эпĕ ӑна ĕненетĕп. Вӑл çĕр çинчен ан çухалтӑр!
Фёдор Унисков, 4 класс. Аслӑ Аксури тулли вӑтам шкул.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев