Электронлӑ ӗҫ кӗнеки ҫине 549 пин ҫын куҫнӑ
Электронлӑ ӗҫ кӗнекин приоритетлă тӗп енӗсенчен пӗри тесе, ӗçлекенсем даннăйсемпе ялан усӑ курма май пурри çинчен калаҫҫӗ.
Тутарстанра хальхи вӑхӑтра 443 пин ытла ҫын ӗҫ кӗнекин электронлӑ вариантне (ЭТК) ытларах ырланă. Ку цифра ҫумне 106 пине яхӑн Тутарстан çынни хутшӑнать, вӗсем ӗҫе вырнаçнă чухне электронлӑ кӗнекене пӗрремӗш хут уҫнӑ. Ҫавна пула электронлӑ ӗҫ кӗнеки ҫине куҫнӑ Тутарстан çыннисен пӗтӗмӗшле йышӗ 549 пин ҫынна ҫитнӗ.
Электронлӑ ӗҫ кӗнекин приоритетлă тӗп енӗсенчен пӗри тесе, ӗçлекенсем даннăйсемпе ялан усӑ курма май пурри çинчен калаҫҫӗ. Даннӑйсене шутлӑ минутсенче Патшалăх пулăшăвӗсен пӗрлехи порталӗнче уйрăм кабинет урлӑ илме пулать.
Электронлӑ кӗнекери даннăйсен хут çинчи формачӗ кирлӗ чухне, çакӑн пек документа Социаллӑ фондра илме пулать. Ӑна республикӑн мӗнпур нумай функциллӗ центрӗсенче параҫҫӗ. Специалистсем даннӑйсене алӑ пуснипе тата пичетпе çирӗплетеççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев