Çумкурăк çӳп-çап пулса шутланмасть
Экологи
Урамсенче вырнаçтарнă ҫӳп-ҫап контейнерӗсен лаптăкӗсенче, унăн таврашӗсенче ҫуркунне тăршшӗпе, вӗтлӗх тураттисем йӑваланса выртнине асăрхамасăр иртмен çын юлман ӗнтӗ. Ҫу каҫиччен ҫак лаптăксене тасатрăмăр. Халӗ, кӗркунне ҫитрӗ, татах çак курăну – ҫӳп- ҫап контейнерӗсен таврашӗ пахчаран кăларнă çумкурăксемпе тулнă. Ҫӳп-ҫап машини кашни кунах урамсем тăрăх çӳрет, пуҫтарнӑ пек туйӑнать, анчах ҫав ҫӳп-ҫап вырӑнтах тӑрса юлать. Мӗншӗн апла? Хаҫат журналисчӗ Ирек Ихсанова, ҫак ыйтӑва уçăмлас тӗллевпе, ӑнлантарса пама ыйтрӗ.
– Коммуналлă хытă каяшсене пухма палӑртса хунӑ ҫӳп-ҫап контейнерӗсене ҫӗрулми, кавӑн, помидор аврисене тата ытти çумкурăка пухма палӑртман, – терӗ, районти ҫӳп-ҫапа пухассишӗн тата тирпейлессишӗн яваплӑ Ирек Ихсанов.
Унăн сăмахӗсенчен, ҫӳп-ҫап контейнерӗсене 89-ФЗ Федераци законӗнче палăртнă коммуналлă хытă каяшсен, урăхла каласан пурӑнмалли зданисенчи кулленхи йăлари çӳп-çапсене пухма кӑна палӑртнӑ. Ҫавна май ӳсентӑрансен: ҫӗрулми, кавӑн, помидор аврисене пăрахма юрамасть, çавăн пекех йывăç тураттисене утилизацилессине те тарифра пӑхса хӑварман иккен.
– Шел пулин те, хӑш-пӗр ҫынсем контейнер лаптăкне, хуçалăхӗнче мӗнле çӳп-çап пур, пурне те килсе тăкаççӗ. Çаплах, йӗри-таврашне те пăрахаççӗ. Контейнерлӑ лаптăксен таврашне тасатассине организацие çирӗплетсе хӑварман. Пирӗн тивӗç, пурӗ те килсе контейнера, пушатасси кӑна, – тет вăл. – Строительство материалӗсем, йывӑҫсем те кулленхи йăлари çӳп-çап пулса шутланмаççӗ.
Контейнер лаптăкӗсене кирлӗ пулман, пысăк габаритлă çӳп-çаппа тултаракансене те явап тыттарма пултараҫҫӗ иккен. Административлӑ яваплӑх енӗпе физически лицосене 1 пин тенкӗрен пуҫласа 2 пин тенкӗ таран, должноҫри ҫынсене – 10 пин тенкӗрен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран штраф параҫҫӗ.
Ялта çӗрулми, кавăн, помидор лартмасăр та пурăнма пулмасть вӗт. Аврисене çунтарма юрамасть, çӳп-çап пухакан вырăнсене пăрахма юрамасть. Питех те интереслӗ пулса тухать кунта. Ыйту уçăмланмасăр юлать, ăна малалла тăсăпăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев