Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Çӗрӗк ҫӗрулми ҫисе ӳсрӗмӗр

Кивӗ Чукал ялӗнче пурӑнакан Гульзиган Калимулловна Калимуллина ҫак кунсенче 95 ҫул тултарчӗ.

Гульзиган Калимулловна Çӗнӗ Чукал ялӗнче ҫуралса ӳсет. Вӑрҫӑ пуҫланнă чухне вӑл 13 ҫулта çеç пулнă. Çимелли те, тăхăнмалли те пулманни  ҫинчен калаçрӗ вăл, ҫуркунне ҫӗрӗк ҫӗрулми шырани, ӑна илсе килни, унтан амӑшӗ ăна пӗçерсе пани ҫинчен аса илчӗ.

– Ҫӗрӗк ҫӗрулми крахмалӗнчен анне çимелли хатӗрлесе паратчӗ. Йывӑрччӗ, анчах вӑрҫӑ пӗтессе, тăнăç кунсем ҫитессе эпир шанаттăмăр. Паян пурте пур, ҫителӗклӗ, ӑшӑ, хӑтлӑ ҫурт... Анчах ҫамрӑклӑх иртсе кайрӗ, сывлӑх та хавшарӗ.., – тет.

Мӑшӑрӗпе вӗсем 4 ача çуратса ӳстереççӗ. Ӗмӗр тӑршшӗпех Кивӗ Чукал ялӗнче пурӑнаççӗ, иккӗшӗ те «Чишме» колхозра ӗҫлеççӗ. Гульзиган аппана тӗрлӗ ҫулсенче фермӑра, чӗкӗнтӗр ани çинче, тырă йышăнакан пунктра ӗҫлеме те тӳрӗ килет. Вӑл питӗ тӑрӑшуллă, ӗҫчен пулать – пур ӗçе те тӳрӗ кӑмӑлпа, вӗçне хӗрне çитерсе пурнăçлать.

Пурнӑҫра савӑнӑҫне та, хуйхине та курать – икӗ ачине вӑхӑтсӑр пытарать. Ҫапах та Гульзихан аппа кăмăл çирӗплӗхне ҫухатмасть, пулăмсемпе, хыпарсемпе паллашса пурăнать. Унӑн 11 мӑнук тата 11 кӗçӗн мӑнук. Пӗр мӑнукӗ паян Украинӑра, ятарлӑ ҫар операцинче хутшӑнать. Ялти хисеплӗ аппа мӑнукӗпе ыттисем тӑван ене ырă-сыввӑн таврӑнччӑр, тесе, кашни кунах кӗл тӑвать.

Паян вӑл Гузалия хӗрӗпе Шамиль кӗрӳшӗн хӳттинче пурӑнать.

– Эпӗ хамӑн ачасемпе питӗ кӑмӑллӑ, вӗсене тав тӑватӑп, – тет Гульзиган аппа.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев