Ӗçрен илем тупса пурăнни – пысӑк телей вăл
Кивӗ Чукал ялӗнче пурӑнакан Дамир Ирфанович Сирачетдинов çавăн пек телейлисенчен пӗри
Пурнӑҫри йывӑрлӑхсем умӗнче ҫухалса кайман, кашни пулăм енӗпе хӑйӗн шухӑшне пӗлтерекен, тӗплӗ канаш паракан, йывăрлăхсене парăнмасăр малалла утать çак арçын.
Кивӗ Чукал вӑтам шкулне вӗçленӗ хыҫҫӑн шоферсем хатӗрлекен курсра вӗренсе, шофер удостоверенийӗ илет вăл. Ҫав хушăра ҫар службине кайма вӑхӑт та килсе ҫитет. 1987 ҫул пулать çакă, вăл вăхăтра Афган вӑрҫи пырать. Дамира та çар службине Афганистан çӗрӗ çинче иртме тӳрӗ килет. Ҫарсенчен те тата мӗнлинче, десантпа штурм маневрин ушкӑнӗнче! Паллах, ăна та тӗрлӗ операцисенче хутшӑнма тӳрӗ килет, анчах вӗсем çинчен аса илме юратмасть Дамир. 1989 ҫулхи май уйӑхӗнче, Совет ҫарӗсене Афганистан çӗрӗ çинчен кăларнă хыççăн, службӑна вӗҫлесе, тӑван ене таврӑнать.
Çамрӑк пулнине те пăхмасăр, пурнăç нуши-тертне тутанса пӑхма ӗлкӗрнӗ ҫамрӑк каччă ялӗнче тӗпленсе юлать. Çапла вӗт, колхозра пурин валли те ӗҫ пур, кăмăлтан ӗçле кăна. Дамир та ӗç çулне «Чишме» колхозра шофер пулнă май пуҫласа ярать. Тӗрлӗ ҫулсенче вӑл «ЗИЛ-157», «ЗИЛ-131», «ГАЗ-53», «ГАЗ-66» машинăсене ҫӳретет. Район центрне колхозри выльӑхсенчен сунă сӗте те турттарать.
1998 ҫулта районти «Сельхозтехника» организацийӗн базинче уçăлнă токарьсем хатӗрлекен курсра вӗренсе, токарь специальноçне те алла илет. Ҫапла вара, «Чишме» колхоз ҫамрӑк токарьлă та пулать. Унӑн ӑсталӑхне, талантне, куçпа та курман, пӗлмен детальсене тунине ăмсанман çын та пулман пулӗ. Ҫав вӑхӑтри чи ăста инженерсем те тӗлӗннӗ. Кашни детале туйса, тӗрӗс туса, детальсене завдра шăратса кăларнă пек хырса паракансем сайра вӗт. Ҫавӑнпа та колхозра вăй хуракан механизаторсем те, ытти ялсенчи колхоз специалисчӗсем те, механизаторӗсем те техникисем ҫӗмӗрӗлсен, пӗрер деталь кирлӗ пулсан, Дамир патне килме пуçлаççӗ.
Анчах самана улшăнăвӗсем пирӗн района та айккинчен иртмеççӗ, колхозсем тусаççӗ, халӑх та пӗр вăхăт ҫухалса каять, нумайӑшӗ юта тухса кайма пуçлаççӗ. Çамрӑкранах ӗҫпе пиҫӗхсе, пурнӑҫа тӗпрен ӑнланма вӗреннӗ Дамир самана та яланах çакăн пек тăманнине, колхозсем вырӑнӗнче ытти пӗр организаци пуласса та ăнланать вăл вăхăтра. Хӑйне чапа кăларнă станокран та уйрӑлас килмест. Нумай та вăхăт иртмест, станок туянать вăл, самозанятый пулнă май, ӗçлеме те пуçлать. Халӗ ҫулталӑкӗпех унӑн килӗнчен ҫын татăлмасть. Халӗ вӗт халӑхра техника нумай, кам-тăр хресчен-фермер хуҫалӑхне илсе пырать, уйрӑм хуҫалӑхсенче те тракторсем, мотоблоксем пур. Вӗсенчен кашнине запас пайсем кирлӗ. Ылтӑн алӑллӑ ӑста юнашар кăна, мӗн кирли пурте пур, куç уçса хупиччен тӳрӗ килтерсе, туса парать.
Агрофирма филиалӗсен ертӳҫисем те час-часах ун патне килеççӗ. Ҫапла вара хăйӗн юратнӑ профессийӗ пурлăх енчен те пулăшу парать, телейлӗ те тӑвать.
Мӑшӑрӗпе Миляушапа вӗсем виҫӗ ачана кун çути парнелеççӗ. Аслӑ ывӑлӗ Рамиль тата хӗрӗ Гульчачак Хусанта, кӗҫӗн ывӑлӗ вара хальлӗхе хăйсен çумӗнче, 3-мӗш класс пӗтернӗ. Ҫемье, çемье пуçлăхӗн ашшӗпе Ирфанпа, тӗп никӗсре пурăнать. Урамранах кил-ҫурчӗ вӗсен тирпейлӗхпе, илемлӗ хапхипе хăй патне туртать, кунта тăрăшуллă хуҫа пурӑнни çинчен калать. Картиш тулли выльӑх-чӗрлӗх усраççӗ. «Хула пурнăçӗ пире нихӑҫан та интереслентермерӗ», – тет Миляуша та.
Справка
Паян харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекенсемшӗн ҫулсем уҫӑ. Патшалăх
та вӗсене пулӑшма хатӗр тата предпринимательсене пулӑшмалли нумай программӑсене старт пачӗҫ. Патшалăх пулӑшуне харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерме, строительство валли, ремонт тума тата ытти нумай тӗллевсемшӗн илме пулать.
Çавсенчен пӗри – «Перезагрузка». Ҫак программӑпа кашни предприниматель усӑ курма пултарать. «Перезагрузка» микрозаема пӗчӗк тата вӑтам предпринимательство субъекчӗсене 300 пинрен пуçласа 5 миллион тенкӗ чухлӗ парассине шута илнӗ.
«Професси тупӑшӗнчен» налук тӳлекенсене 50 пинрен пуçласа 500 пин тенкӗ микрозаем парăнать.
«Социаллӑ предприниматель» микрозаем – социаллӑ çул-йӗр енӗпе бизнесшăн. Çак пулӑшăва 100 пинрен 5 миллион тенкӗ таран параççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев