Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

COVID-19 чире ирттернӗ ҫынсем тӗплӗ диспансеризаци иртӗç

Сывлăх

Тутарстанра коронавируспа чирлесе ирттернӗ пациентсене обязательнăй медицина страхованийӗн полисӗпе тӳлевсӗр майпа тӗплӗ диспансеризаци витӗр кăларма палăртнă. Кун ҫинчен территорири обязательнăй медицина страхованийӗн фончӗн Пӑва хулинчи филиалӗн директорӗ Ильсур Гарипов каласа пачӗ.

Ҫӗнӗ коронавирус чирӗ пӗтӗм органпа системӑна – ӳпкене, чӗрене тата юн тымарӗсене (тромбозӑсем), пӗвере, вар-хырӑм трактне, нерв системине, тӗпрен илсен, тӗп нерв системине те сиенлетме пултарать.

Ҫавӑнпа диспансеризацин тӗллевӗ – чир хыҫҫӑнхи шала каякан чирсене маларах тупса палӑртасси тата вӗсене вӑхӑтра сыватасси.

Тӗплӗ диспансеризацие пациент COVID-19 чирленӗ хыҫҫӑн, 60 кунран, больницӑра иртме пултарать.

Чи малтанах, тӗплӗ диспансеризацие вӑраха кайнă чирӗсем пулнисем (сахӑр диабечӗ, гипертони чирӗ, ӳпкесен вӑрах патологийӗ, чӗрен ишеми чирӗ тата ытти те) иртеççӗ. Вӑл икӗ этапра иртет.

Диспансеризацин пӗрремӗш этапӗнче юнри кислород çăралăхне (пульсиметри) виҫеҫҫӗ, пӗтӗмӗшле юн анализне, юнăн биохимилле анализне илеççӗ тата врач-терапевт е пӗтӗмӗшле практика врачӗ тишкерӳ ирттерет.

Сиплекен врач палăртакан клиника кӑтартӑвӗсемпе 6 минут уттарнă  хыççăн тест ирттерет, юнри Д-димер концентрацине палăртать, кӑкӑр кăшкарӗн органӗсене рентген пăхаççӗ.

Диспансеризацин иккӗмӗш этапӗнче ӳпкесене компьютер томографийӗ, эхокардиографи, урари венăсене дуплес сканировани тăваççӗ.

Больницӑра тӗплӗ диспансеризаци ирттерес мар тетӗр пулсан, полис панӑ медицина страхованийӗн организацине пӗлтермелле.

Обязательнăй медицина организацийӗсене çакăн пек «Хӗрӳ линийӗн» номерӗсемпе ыйтса пама пулать:

8-800-500-03-03 – «Ак Барс-Мед» страховани компанийӗ;

8-800-100-07-17 – «Хăтару» страховани компанийӗ;

8-800-200-10-65 – «Чулпан-Мед» страховани компанийӗ.

Страхлав компанийӗн представителӗ сире пулӑшма пултараймасть пулсан, Тутарстан Республикинчи Территорири  обязательнăй медицина страхованийӗн фончӗн контакт-центрне 8-800-200-51-51 телефон номерӗпе шăнкăравлама пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев