Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ӗçлесе пурăнасси вӑл – телей

Ильмет-Чаткас ялӗнче пурăнса, хăйӗн хресчен-фермер хуçалăхне йӗркеленӗ  Марс Сайдашевич Ахметов яла ӗçчен çынсем пурăнтараççӗ, тесе шутлать

Бизнесăн пӗчӗк форми

Марс шкултан вӗренсе тухнă хыççăн Ульяновскри патшалӑх педагогика университечӗн физкультура факультетне вӗçлет, тӑван яла  вӗрентекен пулса таврӑнать.

Çав çулсенче ялта 9 ҫул вӗренмелли шкул пулнă. Анчах та, мӗн чухлӗ-тӗр çул иртсен, Ильмет-Чаткасра пӗлӳ парасси пуҫламӑш шкул кăна пулса юлать. Паллах, физкультура урокӗсем те сахалланаççӗ. Шкулта вӗрентекенсем те хăшӗ ăçта саланать. Кам-тăр хулана  каяс тенӗ, Марс тӑван никӗсне,  ашшӗ-амӑшне пӗччен хӑварасшăн пулмасть, ялта тӗпленсе юлать. Ҫемье пуҫлăхӗ пулнӑ май, ҫемьене тӑрантарассишӗн  тепӗр ҫул-йӗр суйласа илмеллине те ӑнланать вăл. Апат-çимӗç, куллен кирлӗ таварсен лавккине те уҫса пăхаççӗ. Анчах,  мӗншӗн-тӗр ку ӗçе кăмăлӗ туртмасть.

Йăх-несӗлтен пынă ҫӗр ӗçӗпе ялта ӗçлесе пурăнасси хăйӗннех тăвать – ҫӗр туянма тата выльӑх-чӗрлӗх усрама шут тытаҫҫӗ. 2009 ҫулта пушӑ ҫӗрсене регис- трацилесе пулас ҫемье фермин  никӗсне хываççӗ. Атня районне ҫити кайса,  вӗсем сакӑр тӗрлӗ ӑратлă ӗнесемпе пӗтӗ тынасем  туянса илсе килеççӗ.

– Ӑратлӑ выльӑх туянсан вара, субсидийӗ те килчӗ. Ӗçе пуçласа янă вăхăтра патшалӑхăн çак пулăшăвӗ те  питӗ вырăнлă пулчӗ, – тет Марс Ахметов.

Пыра-киле 65 гектар ҫӗре арендăна илеҫҫӗ, ун ҫумне 20 гектар пай çӗрӗсен лаптăкӗсем те хушăнаҫҫӗ. Çапла вара майӗпен  акăнакан ҫӗрсен лаптăкӗсене ӳстерсе пыраççӗ.

Паянхи кун тӗлне  Ахметовсен хуҫалӑхӗнче выльӑхсен йышӗ 56 пуҫа ҫитнӗ, вӗсенчен 30-шӗ сӑвакан ӗнесем.  Çулсерен кӗтӗве ҫӗнетес тӗллевпе 4-5 тына ӳстереҫҫӗ вӗсем, вӗсене йăхлантарассишӗн  хуҫалӑхӗнче вӑкӑр  та тытаҫҫӗ.

– Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессине  ҫӑмӑл отрасль тесе каламӑттӑм эпӗ. Ӗне те апата тивӗçлӗ калăпăшра тата рационри пек парсан кăна сӗт нумай парать. Вӑхӑтӗнче йăхлантармалла та. Пăруланă вăхăтра вара, уйрăмах тимлӗх ыйтать, – тет фермер. 

Сӗте халиччен пӗр литрне 17 тенкӗ те 50 пуспа сутнă. Пăрусене вара самăртса та, пӗчӗк чухне те сутаççӗ. Сӗт продукцине хăйма туса, лавккасене ăсатаççӗ.

– Манран та пулăшу пултăр тесе, сӗте сепаратор урлӑ хам уйăрттаратăп, –  тесе калаҫӑва хутшӑнать 40 çултан ытла шкулта пӗлӳ панă, паянхи кун тӗлне тивӗçлӗ канура пулнă педагог – Марсăн амăшӗ  Гульсафида ханум.

Ахметовсем фермӑра виҫӗ ҫын валли ӗҫ вырӑнӗсем тунӑ. Пӗр ҫын выльӑхсене апат валеҫет, айӗсене тасатать, икӗ доярка пур. Халиччен ҫулла выльӑхсене кӗтӳре ҫӳретме кӗтӳҫӗ тытнӑ. Пӳрт умӗнчи пушă вырăнта выльӑхсемшӗн карта та туса хунă. Кунта ӗнесем  ҫуркунне, ҫулла, кӗркунне тăраççӗ, сырăшсем те вырнаçтарнă. Выльăхсене хӗллехи сивӗсенче вара ферма зданине кӗртеççӗ.

– Ялта кӗтӳ ҫӳретмелли вырăн ҫук – акӑ мӗнре пирӗн йывӑрлӑх. Кӑҫал ӗнтӗ курăка çулса илсе килсе çитерӗпӗр, тесе шутлатăп. Эпир хуҫалӑха лейкоз чирӗ ан кӗтӗр тесе те тӑрӑшатпӑр, – тет фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи.

Марсăн уй-хир отраслӗ енӗпе:

– Ку отрасльте ăнтарма та, ăнăçсăрлăх та пулать. Пӗр çулхине чӗкӗнтӗр акса парӑма кӗрсе пӗтнӗччӗ, кӗркунне парăмран хăтăлтăмăр, – тет. – Пӗлтӗр пӗрчӗллӗ культурăсен тухӑҫӗ те лайăх пулчӗ, сӑмахран. Урпан кашни гектарӗнчен вӑтамран 28 центнер тухӑҫ тухрӗ, туллӑн кашни гектарӗ 30-32 центнер тухăç пачӗ.

Эпӗ специальность енӗпе агроном мар, çак енӗпе мана хăйӗн канашӗсемпе пулăшакан хресчен-фермер хуҫалӑхне  Ильмир Махмутова, районти ял хуҫалӑхӗпе апат-çимӗç управленийӗн специалисчӗсене тав тăватăп. Хăш вăхăтра ыйтупа кайсан та  яланах пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ, – тет Марс Ахметов. 

Фермерăн хăйӗн те техникисем пур: икӗ  «МТЗ-80», «Т-150» тракторӗсем, КУН- погрузчикӗсем, «Дон-1500» комбайнӗсем пур. 2019 ҫулта РУС-агролизинг урлӑ «Кировец-К42» трактор илнӗ. Фермер каланӑ тӑрӑх, ҫак тракторшӑн уйăхра 77 пин тенкӗ кредит тӳлесе тăраҫҫӗ.

Марс мӑшӑрӗпе Лейсанпа икӗ хӗр пăхса ӳстереҫҫӗ. Ҫемье тӗп никӗсре,  аслисемпе – ашшӗ-амăшӗпе пӗрле пурăнать. Ку тӗлӗшпе те вӗсем тутар халӑхӗн илемлӗ йӑли-йӗркисене малалла тăсаççӗ,  тесе калама пулать. Амӑшӗ те, ашшӗ Сайдаш Летфуллович та хӑйсен пурнӑҫне ачасене вӗрентес ӗҫе халалланӑ педагогсем. Акă çапла, хӑйсен ялне юратса, уншăн чун ăшшине  парса, ӗҫре хӑйсен телейне тупаҫҫӗ Ахметовсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев