Ӗçлекен пенсионерсен пенсийӗн виçи улшӑнчӗ
Социаллă темăпа
2024 ҫулхи июлӗн 8-мӗшӗнчен алă пуснă 173 номерлӗ Федераци законӗпе килӗшӳллӗн, ӗçлекен пенсионерсен пенсийӗсем ҫулленех иртнӗ çулти инфляци шайне ҫити ӳсӗҫ. Пӗрремӗш ӳсӗм 2025 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пулчӗ, вăл 9,5 процента тӳрӗ килнӗ.
Раҫҫейӗн социаллӑ фончӗ пӗлтернӗ тăрăх, индексацие ҫӗнетес ӗҫ автоматла майпа пурнӑҫланӗ. Граждансен нимӗнле ӗҫ те тумалла мар е мӗнле те пулин инстанцие те каймалла мар.
Ӗҫлекен пенсионерӑн икӗ тӗрлӗ пенси илме право пур: ватлăх енӗпе страхлав пенсийӗ тата накопительнăй пенси. Страхлав пенсийӗ ӗҫ прависене тӗпе хурса йӗркеленет тата патшалӑх палӑртнӑ хушма тӳлеве кӗртет. Ӑна палӑртма палӑртнӑ ҫула (хӗрарӑмсемшӗн 58 ҫул тата арҫынсемшӗн 63 ҫул) ҫитмелле, 15 ҫултан кая мар страхлав стажӗ тата пенси коэффициенчӗ 28,2 (2025 ҫулта — 30) пулмалла.
Ӗçлекен пенсионерсем валли пенсин фиксациленӗ пайӗн индексацине 2016 ҫултанпа ирттермен. Пенсин страхлав пайӗ ӗҫ параканӑн тӳлевӗсенчен пухăннӑ пенси балӗсене тӗпе хурăнса ҫулсерен ӳссе пырать. Социаллӑ фонд хăй тӗллӗнех страхлав пайне пенсионерсенчен заявлени илмесӗр çӗнӗрен шутлать, анчах пӗр ҫулталӑк хушшинче максималлă хушăм виçӗ пенси коэффициенчӗсенчен иртме тивӗçлӗ мар.
Ӗҫлекен пенсионерсем те, çаплах, накопительнăй пенси илме пултараҫҫӗ, вăл хӑйсен укҫи-тенкипе тата ӗҫ параканӑн тӳлевӗпе йӗркеленекен. Ҫакӑн пек пенсие илесси страхлав пенсине пăхнинчен маларах килет: хӗрарӑмсемшӗн — 55 ҫултан пуҫласа, арҫынсемшӗн — 60 ҫултан.
Граждансен категорийӗсем: граждансен тӗрлӗ ушкӑнӗсем накопительнăй пенси валли право пур, ҫав шутран:
1967 ҫулхи тата ҫамрӑкрах граждансем.
2002 ҫултан пуҫласа 2004 ҫулччен взноссем тӳленӗ 1953-1966 ҫулсенчи арҫынсем тата 1957-1966 ҫулсенчи хӗрарӑмсем.
Накопительнăй пенсийӗ валли страхлав укҫи тӳлекен граждансем.
Пенси нако-пленийӗсене йӗркелеме амӑшӗн капиталӗпе усӑ куракансем.
Уйăхлăх пенси тӳлевӗн калăпăшне шут-хисеп тума, пенси накопленийӗсен пӗтӗмӗшле суммине 2024 ҫулта 264 уйӑх çине уйӑраҫҫӗ, 2025 ҫулта вара ҫак тапхӑр 270 уйӑх таран пысӑкланать.
Ҫавӑн пекех, Патшалӑх Думине ҫар пенсийӗсене 9,5 процентпа индексацилесси ҫинчен калакан закон проектне кӗртӗҫ.
Малалла тăсса
Ӗçлекенсем пенсионерсем — пенси ҫулне ҫитнӗ, анчах ӗçӗсене малалла тăсакан граждансем. Енчен пенсионер ӗҫ е гражданла право килӗшӗвӗпе ӗҫлет пулсан тата унӑн ӗҫ параканӗ Социаллӑ фонд валли укҫа-тенкӗ уйӑрать пулсан, вӑл ӗҫлекен пенсионер пулса шутланать. Анчах харпӑр хăйне ӗçпе тивӗçтерекенсем ун пек праваллă пулма пултараймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен страхлав взносӗсем тӳлемеҫҫӗ.
Раҫҫей Социаллă фончӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2024 ҫулхи ноябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне ҫӗршывра 41 миллион ытла пенсионер шутланать, вӗсенчен 8 миллиона яхӑнăшӗ ӗҫлеҫҫӗ. Çав вӑхӑт тӗлне пенсин вӑтам виҫи 21 082,62 тенке тӳрӗ килнӗ, ҫавна май ӗҫлекен пенсионерсем вӑтамран 18 483,38 тенкӗ илнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев