Çӑкӑр лавкки пулать
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хӑйӗн Instagram-аккаунтӗнче: Пирӗн районти ҫӑкӑр завочӗ ял халăхне ҫӑкӑр-булкăпа тивӗҫтерсех тӑрать. Кӗҫех унӑн «Вӗри ҫӑкӑр»магазинӗ уҫӑлӗ», – тесе çырчӗ.
Ҫак хыпара тӗплӗнрех тӗпчес тӗллевпе эпир «Хлебозавод» ертӳҫипе Альфред Низамовпа ҫыхӑнтӑмӑр.
– Ҫапла, ҫывӑх вӑхӑтра эпир çăкăр завочӗн территорийӗнче магазин уҫма шутлатпӑр. Малашне пирӗн район центрӗнче, хӑш-пӗр ялсенче хамăрăн ҫавӑн пек суту-илӳ вырăнӗсем пулӗç, - терӗ вӑл, малашлӑхри планӗсемпе паллаштарса. Кунсӑр пуҫне Альфред Низамов район ҫыннисене вӗри ҫӑкӑрпа тивӗҫтерес тӗллевпе автолавка пуласси ҫинчен те пӗлтернӗ.
Паянхи кун предприяти çăкăрне предпринимательсен лавккисене 20-шер тенкӗпе кӳрет.
– Пирӗн тӗп тӗллев – район ҫыннисене меллӗ хакпа хамăрта туса кăларнă продукципе тивӗҫтересси, – тет А.Низамов.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев