Чир иртсе каять – йӑла юлать
Суд залӗнчен Темиҫе хутчен судпа айăпланнă тата пурнӑҫӑн пӗлтерӗшне ӑнланман Р. каллех преступлени ҫулӗ ҫине тӑрать.
Каҫхине, йӗри-тавра ҫынсем ҫуккине кура, вӑл пӗр ял ҫыннин килне усал шухӑшпа пырса кӗрет. Р.ҫав вӑхӑтра ӳсӗр пулни паллӑ.
Пахчана тухакан алӑка уçса вӑл картишне кӗрет, 50 литрлă, 3 500 тенкӗ тӑракан газ баллонне вӑрлать. Паллах, çакӑнпа кăна ҫырлахмасть, 610 тенкӗлӗх «Репоs» монтаж кӑпӑкӗн пӗр баллонне, 1215 тенкӗ тăракан пăчкă сăнчăрне (икӗ штук), хуҫалӑхра усă куракан 4 метр тӑршшӗ сӑнчӑра тата ытти ҫавӑн йышши япаласем вӑрласа, преступлени вырӑнӗнчен ҫухалать.
Хӑйӗн преступленилле ӗҫӗсемпе Р. пӗр ял ҫыннине 7 244 тенкӗ чухлӗ сиен кӳрет.
Район сучӗ айӑпланакана 1 ҫул та 8 уйӑхлӑха ирӗкрен хăтармалли майпа наказани пачӗ. РФ Уголовнăй Кодексӗн 73 статйипе килӗшӳллӗн, наказание 1 ҫул та 8 уйӑха сăнав срокӗпе условлă туса улӑштарчӗ.
Район сучӗн Пресс-центрӗпе пӗрле хатӗрленӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев