Çимӗк уявӗ
Ҫимӗк – ҫуллахи сиплӗ вӑхӑтри таса уявсенчен пӗри, ваттисене асӑнмалли кун.
Ҫимӗкре вилнисене пӗрле апатланма, ӗҫме-ҫиме чӗнеҫҫӗ, масар ҫине кайса ӑсатаҫҫӗ. Ҫимӗкчен ача-пӑчан ҫичӗ тӗслӗ кӗпҫе ҫимелле, ҫичӗ хут шыва кӗмелле, ҫичӗ пусарлӑх чӗп курмалла. Ҫимӗкре яш-кӗрӗм вӑрмана кайса турат касса килнӗ.
Ҫимӗк – кил-йышпа, ратнепе ирттерекен йӑла. Вӑхӑчӗ – кӗҫнерникун, Мӑнкун хыҫҫӑн ҫичӗ эрнерен, хăш-пӗр вырăнсенче – шăматкун. Ваттисем киле пухӑнса, кӑмака сакки ҫине ларса ирхине – килте, кӑнтӑрла иртсен масар ҫинче хӑналаннӑ. Ӗлӗк тӑван-хурӑнташа ҫӑва ҫине масар-масарӑн, кашни йӑх-несӗлӗн уйрӑм кӗтесне пытарнӑ. Ҫавӑнпа мӗнпур тӑвана пӗр ҫӗре пухӑнса ӑсатма меллӗ пулнӑ.
Ҫимӗк эрнин пӗрремӗш кунне Аслӑ Ҫимӗк, юлашкине – Кӗҫӗн Ҫимӗк.
Ҫимӗкпе ҫинҫе вӑхӑчӗ ача-пӑчапа яш-кӗрӗмӗн вӑййисен тапхӑрӗпе пӗр килет. Вӑйӑсем икӗ-виҫӗ эрне пыраҫҫӗ, хӗр парса хӗр илесси те вӑйӑ вӑхӑтӗнче пулса иртет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев