Чупакан лашасен хуçи
Сергей Ишмуков лашасем ӗрчетессипе интересленет. Сабантуйра унăн ултă лаши ăмăртура хутшăнчӗç, çӗнтерӳçӗ пулчӗç
Сергей Хулаҫырми ялӗнчен. 1973 ҫулта, нумай ачаллӑ ҫемьере пиллӗкмӗш ача пулса ҫуралнӑ. Ашшӗпе амăшӗ, Владимирпа Раиса Ишмуковсем, иккӗшӗ те ӗмӗрӗпех колхозра ӗҫлеççӗ. Сергейăн ачалӑхӗ те ялта иртет, ҫамрӑкранпах вӑл лашасене юратса ӳсет.
Шкул хыҫҫӑн Пӑвари ветеринари техникумне вӗренме кӗрет. Вӗренӳ вăхăтӗнче Мускав хулинчи КГБ чаҫӗсенчен пӗринче ҫар службинче пулса таврăнать. Ун хыççăн ҫамрӑк специалиста «Путь Ленина» колхоза ветеринар пулма палăртаççӗ, каярах вӑл ӗнесемпе сысна фермин заведующийӗн должноçне те пурнăçлать. 8 ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн, районти патшалӑх ветеринари пӗрлешӗвне каять.
Сергей ачаранах, лашасем- лӗ пуласси çинчен ӗмӗтленет. Лашасене те ахальлисене мар, ӑмӑртусенче хутшӑнакансене, ӑратлисене!
– Лашасем, лаша ӑмӑртӑвӗнче хутшӑнасси – вăл манӑн пурнӑҫăм, пурнӑҫ тӗллевӗ, - тет Сергей. Студент вăхăтӗнчех, вагонсенчен груз пушатса пухнă укçапа пӗрремӗш лашине туянать. Мӗн ачаран лашасем патӗнче пулать вăл. Колхоз лашисемпе тӗрлӗ ӑмӑртусенче, Сабантуйсенче хутшӑнать, темиҫе хут та тӗрлӗ призсене тивӗçлӗ пулать. Каччă пулса çитӗнсен те çак интереса пăрахмасть, лашасемпе чупас енӗпе тӗрлӗ вырăнсенче ирттерекен ăмăртусенче çӗнтерессишӗн çирӗп хатӗрленет. Нумай хутчен районти, республикӑри ӑмӑртусенче призлă вырӑнсем йышӑнать. 2018 ҫулта вӑл хӑйӗн «Лилия» ятлă лашипе Арча районӗнчи Ҫӗнӗ Кырлай ялӗнче иртнӗ «Лаша кунне» халалланӑ ӑмӑртусенче хутшӑнса, III вырӑна йышӑнать тата «Аргамак» призне тивӗçлӗ пулать. Шутласа кайсан, вӗсем шутсăр. Парнесене те, Хисеп грамотисене, Дипломсене те Сергей хакласа сыхлать. Хăш çул мӗнле ăмăртура хăш лашапа хутшăннă таран каласа парать.
Районта лаша спортне аталантарнă çӗрте пысӑк пай кӗртнине, район чысне хӳтӗлесе, тӗрлӗ ӑмӑртусенче хутшӑннине шута илсе, районти Ӗҫ тӑвакан комитет ăратлă лашасем ӗрчетессишӗн ҫӗр уйӑрса парать ăна. Ҫак çӗр çинче Сергей карта-загон туса лартать. Хăйӗн укçипе. Электричество ҫути, шыв тăсать. Майӗпен кăна Сергей лашасем те туянма пуçлать. Паянхи кун Сергей Ишмуковăн хуçалăхӗнче 19 лаша пур.
Сабантуйӑн улшӑнми икӗ илемӗ – пӗлтерӗшлӗ ăмăртăвӗ пур. Вăл – наци кӗрешӗвӗ тата лашасен чупăвӗ. Ҫулталӑка пӗрре килекен уявра çӗнтерессишӗн, иккӗшӗшӗн те уйӑхӗ-уйӑхӗпе хатӗрленмелле. Кӑҫалхи Сабантуй валли Сергей 6 лаша хатӗрленӗ пулнă. Вӗсенчен улттӑшӗ те лашасен ӑмӑртăвӗнче призлă вырӑнсене йышӑннӑ. Лайăх ăратлă лашасен ӑмӑртӑвӗнче Сергей Ишмуков хăйӗн «Гром» лашипе пӗрремӗш вырăна (хăй юланутҫӑ), «Лилия» (юланутҫи Иван Нурудинов) – II вырӑна, «Эмиркон» (юланутçи Надежда Ефимова) – виççӗмӗш вырӑна тивӗçлӗ пулаççӗ. Ӗҫ лашисем хушшинче вара «Габриэль» (Сергей Ишмуков), «Рыжая» (Иван Нурудинов), «Красотка» (Надежда Ефимова) I, II, III вырăнсене йышăнаççӗ.
– Малашне лашасен пуç йышне тата та ӳстерме шутлатăп. Манăн лаша кӗтӗвӗнче лайăх ăратлă лашасем кăна, – тет Сергей Ишмуков.
Сергей ҫумӗнчен кунӗпех ача-пӑча, çул çитмен çамрăксем татăлмаççӗ. Аслашшӗ-асламăшӗсем те мӑнукӗсемпе ун патне час-часах килеҫҫӗ. Ачасенчен кашнин лаша çине ларса çӳресси килет. Паллах, Сергей вӗсенчен пӗрне те хирӗçлемест, кашнинех лаша ҫине лартса ҫӳретет. Ачасем хаваслансах лашасемпе юнашар сăн ӳкерӗнеҫҫӗ. Ӗмӗтлӗ ҫамрӑксене ӑмӑртусенче хутшӑнтарассишӗн лаша çинче ларса ҫӳремелли, çӳретмелли вăрттăнлăхсене те вӗрентет.
Сергейӗн тата тепӗр ӗмӗчӗ пур – туризма аталантарнă çӗрте хӑйӗнчен пай кӗртесси. Хӑйӗн ячӗпе лаша-спорт шкулӗ тăвасси çинчен те ӗмӗтленет вăл.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев