Ӗçе кӗртекен çӗрсен 20 пин гектарӗ фермерсене тӳрӗ килет
Ял
Ҫӗпрелӗн аграрийӗсем, тӗрӗсрех каласан, хресчен-фермер хуҫалӑхӗсен пуҫлӑхӗсем 2021 ҫулхи ӗçӗ-хӗле пӗтӗмлетрӗç. Канашлу ял хуҫалӑх управленийӗн актсен залӗнче, управлени пуçлăхӗ Талгат Халитов ертсе пынипе, иртрӗ. Мероприятире район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хутшӑнчӗ.
Пирӗн районта ял хуҫалӑхне пăхăнса тăракан 64 организаци регистрациленӗ: 55 фермер хуҫалӑхӗ, 5 уйрӑм предприниматель, 4 кооператив. Хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем 20 пин гектар ҫӗре ӗҫе кӗртеççӗ. Вӗсенче мӑйракаллӑ шултра выльӑх 1310 пуҫ, ҫав шутра 400 ӗне шутланать.
Ҫӗпрел районӗнчи фермер хуҫалӑхӗсен ассоциацийӗн ертӳҫи Равиль Бикчуров канашлӑва хутшӑнакансем умӗнче тухса калаçнӑ май, кӑткӑс та типӗ ҫул пулнине пӑхмасӑр, отрасльте пӗтӗмӗшле продукцийӗн калӑпӑшӗ 510 миллион тенке тӳрӗ килнине, грант пулӑшӑвне 12 миллион тенкӗ илнине пӗлтерчӗ.
– Районти фермерсем 24 пин те 555 тонна тырӑ тата 818 тонна сахӑр чӗкӗнтӗрӗ туса илнӗ, – терӗ вӑл.
Равиль Бикчуров хӑйӗн докладӗнче фермерсене хумхантаракан проблемăсем ҫинчен те калаçрӗ. Ку – ӗҫ кадрӗсем ҫитменни, ҫамрӑксем ялта юлманни, ҫунтармалли-сӗрмелли материалсен, удобрени тата ял хуҫалӑх техникин хакӗсем ӳсни.
– Пулнă йывăрлăхсене пăхмасăр, пирӗн тырӑ акса ӳстермелле. Тырпул ҫитӗнтерес тесен ҫӗре юратмалла, чун-чӗрен ăшшине парса ӗҫлемелле – эпир ҫавӑн пек пулса юлатпӑр та ӗнтӗ, – терӗ Равиль Адиевич.
Канашлура, çавăн пекех, управлени специалисчӗн-уй-хир отраслӗ енӗпе консультантăн Ф.Халимовӑн, «Россельхозцентр» управленийӗн Ҫӗпрел муниципаллă районӗнчи начальникӗн И.Низамовăн тата ытти специалистсен доклачӗсене те итлерӗҫ. Пӗтӗмлетӳ сӑмахӗпе район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тухса каларӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев