Çамрăксемшӗн – паттăрлăх тӗслӗхӗ. Чыс та мухтав вӗсене!
Шкул пурнăçĕнче ачасене патриотла воспитани парас ĕç пысăк пĕлтерĕшлĕ
Хăюлăх урокӗ
Надежда Григорьева, Алешкин-Саплăк вăтам шкулĕнчи 7 класс ертӳçи
Çитĕнсе пыракан ăрăва çӳллĕ шайри пĕлӳпе тата тĕрĕс воспитанипе тивĕçтересси, ачасене ăс-хакăл енчен аталантарасси, вĕсен патриотизм туйăмне ӳстересси, сывлăхне çирĕплетесси, пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма лайăх старт парасси – кашни вĕрентӳ учрежденийĕн тĕп тĕллевĕ.
Çак ĕç Тăван çĕршыва юратма, унпа мăнаçланма хăнăхтарса ӳстерме пулăшать, халăха, культурăна, историе хисеплессине, юратассине вăйлатать. Шкулта çамрăк ăрăва çар ĕçне хăнăхтарас тата çĕршыва юратма, хисеплеме вĕрентес тĕллевпе чылай ĕç-пуç ирттерни куçкĕрет. Ашшĕ-амăшĕ те хăйĕн ачине тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе çĕршыва юрăхлă, усăллă çын тума тăрăшать. Юлашки вăхăтра кун çинчен В.В.Путин та нумай калаçать.
Паллах, патриотлăх туйăмĕн никĕсĕ шкулчченхи тапхăртанах, çемьере пуçланмалла. Ачасенче пĕчĕклех тăван киле, тăван ене туртăнаслăх туйăма аталантарсан, аслăланнăçем вĕсем хамăр çĕршыва юратакан, унăн ятне çӳле çĕклеме тăрăшакан çынсем пулĕç.
Çавăнпа та, паянхи пурнăçра, ачасемпе нумай вăрçă çинчен калаçусем, тĕлпулусем ирттерни пысăк витĕм кӳрет: паттăрсене асрах тытчăр, вĕсемпе мăнаçланччăр, вĕсем пек пулма тăрăшчăр – тăван çĕршыва юратчăр.
Нумаях пулмасть, Алешкин-Саплăк вăтам шкулĕнче паттăрлăх урокĕсем иртрĕç. Вĕсене ирттерекенсем: Владимир Егорович Ярухин (Чĕмпĕр хулинче пурăнакан, хамăр ентешĕмĕр), Леонид Петрович Чернов, Марс Киямович Саяпов, Евгений Александрович Хуснадинов пулчĕç – пурте Тăван çĕршывшăн пурнăçне те пама хатĕрскерсем тесен те йăнăш пулмĕ. Хăшĕ-пĕри паянхи мирлĕ пурнăçра паттăрлăх кăтартма май çук теççĕ. Çук, ку пĕрре те ун пек мар. Тĕлпулăва килнĕ çынсем – чăн-чăн паттăрсем. Ачаллах хăюллă пулнăскерсем, çар службине кайма вăхăт çитсен те пăрăнса юлассишĕн тăрăшман, тивĕçлĕ служить туса, малалла та хастар ĕçе парăннă: кам Шалти ӗçсен министерствинче вăй хунă, тепри çар чаçӗнче командир, хăшĕ Чернобыльти катастрофа ликвидацийĕнче, кам Афган вăрçинче разведка начальникĕ, кам çар летчикӗ, кам Çĕпĕр, Кавказ, Чечен вăрçинче пулнă – урăхла каласан, вăрçă çулăмĕ витĕр тухса подполковник званийĕ илнĕ çынсем. Çак ята илме чăн-чăн паттăрсем кăна пултараççĕ.
Тĕлпулу питĕ интереслĕ иртрĕ. Ачасем тĕлĕнсе кайсах çак уроксене тимлĕ итлерĕç. Уйрăмах, вĕсене килнě хăнасен кăкăр тулли наградисем кăсăклантарчĕç. Хастарсен, тепĕр хут иртнине аса илсе, куçĕсем шывланчěç. Афган, Кавказ, Чечен, Чернобыль нуши -терчĕ ачасен умне куçкĕрет тухса тăчĕ. Çак хĕрӳ вырăнсенче пуç хунă çамрăксене тата мирлě пурнăçра тěрлě сăлтава пула пиртен уйрăлса кайнисене те аса илчěç, хăйсен çар тивĕçĕсене пурнăçланă ентешсем йывăрлăхсемпе пысăк ырату чăтса ирттернине, çавна пăхмасăр граждан пурнăçĕнче те тӳрĕ кăмăлпа, ĕçри харсăрлăхпа палăрнине асăнчĕç. Тăван çĕршыва таврăнайманнине кура вĕсен ашшĕ-амăшĕ умĕнче пуç таймаллине аса илтерчĕç, вăрçă ытла та йывăр пулнине, кашни салтакăн чун-чĕрине амантса хăварнине ăнлантарассишĕн тăрăшрĕç. Çак хурлăхлă событисене кирек мĕн чухлĕ вăхăт иртсен те кашни паттăр ячĕ пуçне хунă-и, чĕрĕ таврăннă-и, халăх асĕнче тата чĕринче яланах упранса юлмаллине ăнлантарчĕç: асаилӳсенче, сăн ӳкерчĕксенче, архив докуменчĕсенче, кĕнекесенче. Ачасем çак уроксем хыççăн хăйсен пурнăçĕ çине урăхларах пăхни сисĕнчĕ. Кашнийĕ хăйне çěршыв умěнче тивěçлěрех пулас туртăма çĕклерĕ.
Паттăрлăхпа хăюлăх кăтартса пуçĕсене хунă çамрăксене манманни хаклă. Уйрăмах, çитĕнекен ăрусен пуласлăхĕшĕн, вĕсене тĕрĕс воспитани парассишĕн, паттăрсем татах та, ӳлĕмрен те çуралччăр, анчах мирлĕ пурнăç паттăрĕсем пулччăр. Тăнăçлăхпа ырлăх хуçаланакан тĕнчере савăнса пурăнмалла пултăр. Вăрçă ытла та йывăр, усал пулăм-çке. Мĕн чухлĕ çухату кӳрет çемьесене, куççуль тăктарать. Кашни салтакăн чун-чĕрине ĕмĕрлĕх амантса хăварать.
Юрать, ку пĕлтерĕшлĕ ĕçпе пĕтĕм чун хавалĕпе тимлекен чăн-чăн патриотсем пирĕн енче те пур. Вĕсенчен пĕри – ветерансен çак общество пěрлешĕвне ертсе пыракан В.Е.Ярухин. Ăна чăн-чăн патриот тесен те йăнăш пулмě. Ярухинсен йăхĕнче ĕмĕрех çавăн пек ăслă та, патвар, халăхшăн тăрăшакансем нумай пулнă. Ашшĕнех илер, Егор Пантелеймоновича, вăл та темиçе çул хушши колхоз председателĕнче мĕн виличчен вăй хунă. Паянхи кун унăн ачисем пурте пысăк пархатарлă ĕçре вăй хураççĕ: хăшĕ врач, тухтăр, тепри – район пуçлăхӗн çумĕ тата ытти те... Вĕсен паттăрлăх, çĕршыва чунтан парăннă туйăм вăйлă. Малта – тăван ен, тăван тавралăх, тăван çĕршыв интересĕсем.
Владимир Егорович 11 пĕтернĕ хыççăн малтан моряксем хатĕрлекен училищăра вĕренет, кайран хĕсметре Эстонире секретнăй чаçра служить тăвать. Малалла пурнăç Брянск хулине илсе çитерет. Кунта икĕ çул милицие вĕренет. Кун хыççăн тĕрлĕ çĕрте Шалти ӗçчен министерствин сферинче вăй хурса подполковник ятне илет. Уголовный шыравра та нумай вăй хунă, часах Чĕмпĕрти Çĕнĕ хулара Шалти ӗçсен министерствин пуçлăхне суйлаççĕ. Хайĕн ирĕкĕпех Чернобыльти ликвидаци ĕçне хутшăнать, Чечняра пулма та ĕлкĕрет. Хай каласа панă тăрăх, кунта хама арçынлăх туйăмне тĕрĕслеме кайрăм тет. «Мăн асаттесем, асатте-кукаçей вăрçăра пулнă – хăраман, эпĕ те тивĕçлĕ пултăм», – тесе аса илчĕ ачасемпе урок ирттернĕ май.
Владимир Егорович Чĕмпĕр хулинче пурăнать пулин те, тăван яла, тăван ене манмасть. Мĕнле мероприяти иртет – кунта, яланах малта.
Таврапĕлӳçĕ тăрăшнипех çине-çине хамăр тавралăх çинчен кĕнекесем тухрĕç. Мĕн чухлĕ тĕпчев, архив, документ, çын витĕр тухмалла çавăн чухлĕ информацирен тăракан кĕнеке кăларма, мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ кирлĕ – кăна пурте пултараймастпăр. Акă патриотизмпа мăнаçлăх туйăмĕпе тулнă çĕнĕ кĕнеке кун çути курчĕ. «Уби Батыр эткерĕсем» темиçе пайран тăракан кĕ- некисем халăха савăнтарсах ячĕç. Кунта вăрçă ветеранĕсем çинчен, тыл ӗçченӗсем çинчен, вăрçăра пуçне хунă паттăр-салтаксен ячĕсем, революцичченхи, хыççăнхи Упи енчи паттăрсем. Çĕпрел районĕн энциклопедийĕ тухас ĕçре те хастар хутшăннă. Ун çумне хушма «Справочник. Энциклопеди» хăйсен ятĕнчен кăларчĕç. Унта пине яхăн вăрçă хыççăнхи тата хальхи паллă çыннисем çинчен питĕ нумай информаци, тепĕр кĕнекинче хамăр таврари йăла-йĕркене, культурине, çулталăк çаврăнăшĕн чи пысăк уявсене çырса кăтартнă. Мускавран пичетленсе тухнă кĕнекесем те йышлă. Вăлах, Упи енчи Акатуйсене, пысăк мероприятисене те хутшăнса йĕркелесе яракан. Хальхи вăхăтра ветерансен ушкăнне кăна мар, Çĕнĕ хулари «Ниме» обществин председателĕн çумĕ ĕçне пурнăçласа пырать. Шкулсем тăрăх çӳресе тĕрлĕ мероприятисем те йĕркелеме ĕлкĕрет.
Владимир Егоровичăн творчество планĕсем паянхи кун та пысăк-ха. Хальхи вăхăтра вăл тĕпчев ĕçне путнă. Кĕçех тепĕр кĕнеке кун-çул курĕ. Афганистанра пулнă паттăрсем çинчен халиччен пичетленмен материалсем нумай пуçтарăннă. Çак кĕнекере Раççей территорийĕнче тата ун тулашĕнчи хирĕçтăрусен ветеранĕсем пирки интереслӗ материалсемпе паллашма пулĕ. Кĕнеке кăларма укçа-тенкĕ валли те спонсорсем шырамасть, тăвансем пулăшаççĕ тет.
Çакăн пек тăрăшса ĕçленĕшĕн паллах тĕрлĕ наградăсем илме тивĕçнĕ: «Тӳрӗ кăмăллă ӗç-хӗлшӗн» I, II, III cтепеньлĕ медальсем, 2000-мĕш çулта В.В.Путинăн «Тăван çӗршыв умӗнчи тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» орденне, çине-çинех Чĕмпĕр хулин Губернаторĕн грамотисене, «За веру и добродетель» знак та çакнă, Чрезвычайлă лару-тăру министерствин «Чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва пӗтерес енӗпе ӗçре палăрнăшăн», Верховнăй Президиумăн «Воин-интернационалист» медалӗсене тата ытти те... Эпир пĕлменнисем те нумай.
Паттăрсем, ветерансем умĕнче эпир хаклайми парăмра. Чĕррисене – мухтавпа тав, пуçĕсене хунисене – ĕмĕрлĕх астăвăм. Çĕнĕ паттăрсем çуралччăр тесен, малтанхисене, хальхисене сума сумалла. Вĕсен тĕслĕхĕпе çамрăк ăрăва тивĕçлĕ ӳстерессишĕн пурин те тăрăшмалла.
Паттăрла ĕçсемшĕн, çамрăк яш-кĕрĕме çĕршывшăн, халăхшăн, пуласлăхшăн тăрăшса вĕрентсе ырми-канми ĕçленĕшĕн вӗсене шкул администрацийĕ тав турĕ. Чыс та мухтав çĕршывăн паттăр ывăлĕсене!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев