Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Çамрăк  çемьесемшӗн патшалăхăн тӗрлӗ пулăшăвӗсем пур

Кӗскен

Социаллă ипотекăпа хваттер илме черете çырăннă хыççăн çемьере ача ҫуралсан, çак ипотека кредитне хуплама 200 пин тенкӗ субсиди параҫҫӗ. Ҫак пулӑшăва ача ҫуралнӑ ҫемьесем те, ача усрава илекен ҫемьесем те ӗмӗтленме пултараҫҫӗ.

Субсиди илме право çемьен социаллӑ ипотека енӗпе парӑмӗ пӗтӗмпех пӗтичченех сыхланать.

Патшалӑхран пулӑшу парăнакан субсидие социаллă ипотека енӗпе пӗрремӗш взноса тӳлеме те тата ипотека енӗпе тӗп парӑма хуплама та май пур.

Субсидие илессишӗн ипотека хучӗ çине тин ҫуралнӑ е усрава илнӗ ачасене кӗртмелле. Ун хыççăн субсидие патшалӑхӑн пурӑнмалли ҫурт-йӗр фончӗн счечӗ çине куҫарма ыйтса заявлени ҫырмалла. Пурăнмалли çурт-йӗр фондӗнчен куçарнă укçа шучӗпе кредит сумми чакӗ.

Кун ҫинчен gilfond.ru ссылкăпа ТР патшалӑхӑн пурӑнмалли ҫурт-йӗр фончӗн сайтне кӗрсе тулли информаци илме пулать.

 

 

 

 

Кӑҫалтан пуҫласа амӑшӗн капиталӗн программипе, ача пӑхса ӳстерекен ҫемьесене парăнакан пулӑшу калӑпӑшӗ ӳсрӗ, капитал укçи-тенкипе  усӑ курасси хӑвӑртланчӗ тата ансатланчӗ.

Ҫӗр ыйтӑвне илес пулсан, тӗрлӗ регионта вăл тӗрлӗрен. Хăш-пӗр вырăнсенче уйрăмлăхсем пур. Сӑмахран, виҫҫӗмӗш ача ҫуралнă вăхăтра, пӗрремӗш тата иккӗмӗш ачисем 18 ҫулхи ҫула ҫитнӗ пулсан, «очно» вӗренсен, вӗсене ҫӗр пама пултараççӗ. Тутарстанра вара кун пекки ҫук. Апла пулсан, ун пек çынсене ҫӗр памаҫҫӗ.

Сӑмахран, нумай ачаллӑ ҫемье пулсан, вӗсене газшăн, шывшăн, ӑшӑшăн тӳлеме çăмăллăхсем параҫҫӗ. Ҫавӑн пекех, ачасем валли 6 ҫула çитиччен тӳлевсӗр эмел илме пулать. Лагере, санаторие кайма путевка илме, шкулта апатланма, çул çинче çӳреме ҫӑмӑллӑхсем пӑхса хӑварнӑ. Кашни регион хӑй социаллӑ пулӑшу мерисен пуххине хăй тума пултарать. Урӑхла каласан, мӗнле-тӗр  мерăсем хушаҫҫӗ, теприсем кăларса пăрахаççӗ, пурлăх енчен те  уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Тутарстанри ҫӑмӑллӑхсем ытти регионсемпе тӳрӗ килмессе те пултараççӗ.

Пирӗн çӗршывпа çыхăннă çăмăллăхсем çинчен тӗплӗнрех Раҫҫей Президенчӗн, майӑн 5-мӗшӗ тӗлне пăхса тухнă 431номерлӗ Указне вуласа пӗлме пулать.

Ипотека кредитне илнӗ чухне те законсене пăхса тӑмалла. РФ Президенчӗ Владимир Путин 2019 ҫулта «Пурăнмалли кил-çурт ипотекин   кредичӗсем (парăмсем) енӗпе парӑмсене татас енӗпе ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх пулӑшӑвӗ памалли мерӑсем» тата «Граждан акчӗсем çинчен» 157 номерлӗ Федераллă закона алӑ пуснӑ. 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2022 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен сирӗн виҫӗ, тӑватӑ, пилӗк тата ытларах ача ҫуралсан, кун пек чухне ипотека кредитне чакармалли мерăпа усӑ курма пулать. Кирек мӗнле кредит-ипотекăна та татма пулмасть, эсир хваттершӗн, кил-ҫуртшӑн е ҫемьери участокшӑн илнӗ япаласемшӗн кăна. Чи пысӑк сумма – 450 пин. Ҫак майпа пӗрре кӑна усӑ курма пулать.

Тата тепӗр услови: ипотека кредитне 2023 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗччен илнӗ пулмалла. Калăпăр, сирӗн 400 пин тенкӗ парăм юлнӑ. Сире вара, патшалӑх ҫак майпа усӑ курнă вăхăтра, 450 пин тенкӗ виҫепе укҫа-тенкӗ енчен пулӑшу парӗ. 50 пин тенки укçан парăнать-и, текен ыйту килсе тухасси те пур. Ҫук, ку укҫа патшалӑхра юлать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев