Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Çăлкуç таврашне юсарăмăр

Ырă ӗç

Владимир Ильин

Хулаçырми ялӗ сăрт-тусемлӗ çурçӗр-хӗвелтухăç енче вырнаçнă. Çак ялта ӗлӗк-авалтан нумай çăлкуç çак сăрт-ту айӗсенчен сăрхăнса тухса, Чăваш кассинчи чи пысăк çăл, Чăркка çăлӗ, Лакуш çăлӗ, 1 Мая урамне хăпарнă çӗрти, цыган Иван ятлă çăлсем, пурте Юхла шывне юхса тухаççӗ.

«Хӗвел, сывлăш тата шыв – пирӗн чи лайăх туссем» текен каларăш та пур. Чăнах та çулла хӗвел пăхсан, мӗнпур чӗрчун, ӳсентăран чӗрӗлет. Вӗсем пире мӗнле усă панине пурте пӗлетпӗр. Пирӗн çак Чăваш кассинчи пысăк çăл сăрт-ту айӗнчен юхса выртать. Ӗлӗк-авал çак çăлкуç патне мăн асаттесем йывăçран кӗпесем çумалли валашкасем, кӗвентесем туса хунă. Пурнăç малалла шунă май, эпир вара çак çăлкуç умне йывăçран пура купаласа, кайран труба хурса уçă вырăна вырнаçтарса, урай сарса тирпей-илем кӳтӗмӗр. Чи малтан çак ӗçе тума  предприниматель Анатолий Лаврентьев чус хăмасемпе тивӗçтерчӗ. Анчах та ӗмӗрлӗх япала çук темелле. Пирӗн çăл умӗнчи хăмасем татах çӗрсе пӗтрӗç. Çавăнпа та эпир ял тăрăхӗн пуçлăхӗпе Николай Усмендеевпа татах Анатолий Леонтьев патне пулăшу ыйтма кайрăмăр. Унăн хăйӗн пилорами пур. Каçа хирӗç вара А.Ислипе Н. Усмендеевпа пӗрле «Зил-130» машина çине чус хăмасене тиесе,  çăл патне леçсе хутăмăр. Тепӗр кунне вара çăла тӗпрен юсав ирттертӗмӗр.

Чăваш касси çăлне юсама предприниматель С.Усмендеева пăтасемпе тивӗçтерчӗ. Чăваш кассинче пурăнакансем: Ф. Усмендеев, Н.Васильев, П.Ухливанов, Г.Усмендеев В.Ильин, В.Леонтьев, С.Петров, В.Петров, шкулта вӗренекен ачасем Д.Петров, В.Петров, Петрпа Семен Варфоломеевсем, Максимпа Арсений Головинсем питӗ тăрăшса ӗçлерӗç. Çак çăлпа вара пурте усă кураççӗ, хуларан килнӗ пӗр ял çыннисем те, канистрсене шыв тултарса, чей ӗçме илсе каяççӗ.

Реклама

Ӗç вӗçленнӗ тӗле çăл çумӗнче пурăнакан пенсионерка А. Варфоломеева, М.Ефремова, Т.Натюнова, О.Варфоломеева çӗнӗ çӗрулми пăттипе, салатпа, вӗри чейпе сăйларӗç.

Эпӗ çак çăлкуç таврашне юсаса тирпей-илем кӗртме пулăшнăшăн пурне те ырлăх-сывлăх, вăрăм ӗмӗр, телей сунатăп. Халӗ тата çак ялта 1 Мая урамӗнче вырнаçнă тепӗр çăла В. Никитин, Н.Углев тӗпрен юсаççӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев