Çак кунсенче Аслă Аксу ялӗнче пурăнакан Александра Никонорова 95 çулне палăртрӗ
Вунă ача пӑхса ӳстернӗ Анне
Юбиляра саламлама районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Данис Сатдинов тата ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Храмов килнӗччӗ.
Хӑнасем чечексем, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ В.В. Путин ячӗпе саламлӑ ҫыру тата район пуҫлӑхӗнчен парне пачӗҫ. Юбиляра ырлăх-сывлăх сунчӗç, ҫитес 100 ҫулхи юбилейре тӗл пулма килӗшрӗç.
Сумлă та савӑнӑҫлӑ пулăма палăртса ирттерме юбилярăн тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем те пуçтарăннăччӗ.
Александра Егоровна Никонорова 1926 ҫулхи августӑн 18-мӗшӗнче Аслă Аксу ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл 6 ҫулта чухне амӑшӗ вилет, ашшӗне пачах астумасть. Вӑл аслашшӗпе асламăшӗн хӳттинче ӳсет. Мӗн ачаранпах колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ, ҫав ҫулсенче пӗлӳ илесси вара ӗмӗт ҫеҫ пулнӑ.
Александра Егоровна 1946 ҫулта пӗр ял çыннипе Василий Никоноровпа çемье çавăрса ярать. Туслӑ ҫемьере 10 ача çут тӗнчене килет.
Шӑпа йывăрлăхсемпе нумай сăнать ăна. Мăшăрӗ ир, 1970 ҫулта, вилет. Хӑйӗн пурнӑҫ тăршшӗнче Александра Егоровна 5 ҫурт туса лартнӑ, вӗсенчен иккӗшӗ ҫунса кайнӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл 2006 ҫулта ҫӗнӗрен туса лартнӑ ҫуртра пӗчченех пурӑнать.
Юбилярăн ҫемье хаклӑхӗсене ҫирӗплетес тата амӑшӗсен социаллӑ пӗлтерӗшне ӳстерес енӗпе тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсемшӗн правительство парни – «Амӑшӗн мухтавӗ» медалӗн I, II тата III степеньлисем пур. Кунсӑр пуҫне тыл ветеранӗ Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин юбилей медалӗсене тата ӗҫ ветеранӗ ятне тивӗҫнӗ.
Александра Никонорова хӑйне хисепленӗшӗн чун-чӗререн тав турӗ, ырӑ сунчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев