Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Бруцеллез  – инфекци чирӗ

Сыхă пулăр!

 

 

Вăл вӑраха тăсăлакан чир, этем организмӗн тӗрлӗ органӗсемпе системисене сиенлет. Бруцеллез паллисене вӑхӑтра тупса палӑртни питӗ паха, опытлӑ врач вара вӗсене пӗрремӗш хут тишкернӗ вăхăтрах палăртма пултарать.

Бруцеллеза хускатаканӗ – бруцелла ятлӑ, тулашри хутлӑхӑн кирек мӗнле условийӗсене те лайӑх хӑнӑхакан микроорганизм. Вӗсем пысăк температурӑра вилмеҫҫӗ, тăпрара, килти чӗрчунсен ҫӑмӗнче, ӗне сӗтӗнче, ҫавӑн пекех, шывра тата шӑнса ларнӑ ашра вăрах  упранма пултараҫҫӗ. Бактери 1,5 уйӑхран пуҫласа 5 уйӑха ҫити упранма пултарать. Температура 100 градус таран хăпарсан, бруцеллӑсем вилеҫҫӗ.

 

Мӗн вӑл бруцеллез?

 

Бруцеллез апат-ҫимӗҫ тата шыв урлӑ леклеме пултарать. Чирлӗ выльăхран суса илнӗ сӗтпе тата сӗт продукчӗсемпе (кумыс, чӑкӑт), аш-какай, чӗртаварпа (ҫӑм, тир) усӑ курнă чухне чирлес хăрушлăх пысăк.

 

Ҫынра бруцеллез паллисем

 

Бруцеллезăн инкубаци тапхӑрӗ 7 эрнерен пуҫласа 8 эрнене ҫити тӑсӑлма пултарать.

Чир ертнисем нумайӑшӗ сыпӑсем, урасем ыратнипе ӳпкелешеҫҫӗ. Ӳт температури 38 градус таран хӑпарать. Вăйлă тарлани, халсӑрланни палӑрать. Сивчир уйӑхӗ-уйӑхӗпе аптратма пултарать, температура пысӑк пулсан, чирлисем ăнра пулаççӗ, ват хӑмпипе пӗвер пысăкланни палӑрать. Бруцеллез час-часах нерв, ар системине тата тӗревпе-хускану аппаратне сиенлетет. Чир вӑраха тăсăлма та пултарать.

Тӗрӗс мар сыватнӑ чухне, ҫавӑн пекех кая юлса пуçланă терапи вăхăтӗнче чир 80% тӗслӗхре вӑрах формӑна куҫать.

Çакна та асра тытас пулать, ҫак чир час-часах инвалида кăларать.

 

Профилактика

Чи малтан, чӗрчунсен хушшинче бруцеллез вучахне пӗтересси тата апат-ҫимӗҫпе сиенленессине профилактикăласси, чире хирӗҫ вакцина тӑвасси, ăна 7 ҫултан тума пуçлаççӗ.

 

Надир Тагиров, районти тӗп больницӑн поликлиникин заведующийӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев