Бруцеллез хӑрушӑ чир
Бруцеллез — инфекци чирӗ, чир ерсен температура ӳсни, юн тымарӗсен, нервӑсен тата ытти системӑсен тата час-часах тӗревпе хускану аппарачӗ сиенленни палӑрать. Чир ҫинчен районти ветеринари пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Айрат Иматдинов каласа парать.
— Бруцеллез инфекцийӗн тӗп ҫӑлкуҫӗсем пулса вак, шултра мӑйракаллӑ выльӑхсемпе сыснасем шутланаҫҫӗ. Чирлӗ чӗрчунсен хырăмӗсем ӳкни, пурăнма пултарусӑр ӑру ҫурални, продуктивлăхӗ чакни палӑрать.
Çынна чир чирлӗ выльӑхпа юнашар çӳренӗ чухне, ăна апатлантарнă, пӑхнă чухне ерме пултарать.
Паллисем
Бруцеллезсем кӑларакан микробсем пӗчӗк температурӑна ҫирӗп пулаççӗ, апат-ҫимӗҫ продукчӗсенче, ҫав шутра холодильниксемпе сивӗ камерӑсенче, чылай вӑхӑт упранма пултараҫҫӗ. Микробсем шӑнтнӑ инфекциллӗ аш-какайпа сӗт-ҫу продукчӗсенче, вӗсене упрамалли вăхăт тӑршшӗпех пурăнма пултараҫҫӗ. Холодильникре упранакан сӗтре бруцеллез кӑларса тăратакан микроб 10 куна ҫитиччен, выльăх ҫăвӗнче — 4 эрне ытла, килте тунă сырта — 3 эрне ытла, брынзăра — 45 кун, хӑймара — 8-15 кун, кумысра — 3 талӑка ҫитиччен; мӑйракаллӑ вак выльӑх аш-чиккинче — 320 кун ытла сыхланать. Тăварланă продуктсенче 130 кунччен упранма пултарать.
Чире кăларса тăракан микробсем чирлесе вилнӗ выльăхсен шалти органӗсенче, шӑммисенче, мышцисенче тата лимфа тӗртӗмӗсенче 1 уйӑх е ытларах, сурӑх ҫӑмӗнче 1,5 уйӑхран пуҫласа 4 уйӑх таран сыхланса юлма пултараҫҫӗ
Чирӗн инкубаци тапхӑрӗ (чирлӗ выльӑхпа контакт хыҫҫӑн клиника паллисем килсе тухиччен иртнӗ вӑхӑт) 12 эрне, тепӗр чухне икӗ уйӑха тӑсӑлма пултарать.
Чир, яланхи пекех, ӳт температурине 39-40 градус таран ӳснинчен пуҫланать (каҫхи тата çӗрлехи сехетсенче температура характерлӑ ӳсни), ҫакӑ 7-10 кун хушшинче тата унран та ытларах, уйрӑм тӗслӗхсенче, тивӗҫлӗ терапи пулман чухне, температура 2-3 уйӑхчен тӑсӑлма пултарать. Температура шăнтса пăрахнипе, тарланипе тата интоксикацин пӗтӗмӗшле паллисемпе пӗрле палăрать.
Мӗнле асăрхаттармалла
Бруцеллез чирне асăрхаттарас тесен уйрӑм ҫуртсенче выльӑх-чӗрлӗх усракансен ҫак канашсене пӑхӑнмалла:
— выльӑх-чӗрлӗхе ветеринари учрежденийӗнче регистрацилемелле, бирка евӗрлӗ регистраци номерӗ илмелле;
— суту-илӗве, выльӑх-чӗрлӗхе пусма парассине, выльӑх-чӗрлӗхе кӗтӗве кăларассине ветеринари службин килӗшӗвӗпе тата ирӗк панипе ҫеҫ пурнăçламалла;
— ҫӗнӗрен туяннӑ выльӑхсене ветеринари тӗрӗслевӗ ирттерме 30 кун хушши карантинра тытмалла;
— бруцеллез чирӗ тесе (хырăм ӳкни, пурӑнма пултарайман ӑру ҫурални) шикленсен ветеринари службине пӗлтермелле;
— выльӑх-чӗрлӗх усрас енӗпе ветеринари службин предписанийӗсене ҫирӗп пурнӑҫламалла;
— выльӑх-чӗрлӗх продукцине ҫирӗп палӑртнӑ вырӑнсенче кăна (рыноксем, магазинсем, мини-маркетсем т. ыт. те) туянмалла;
— уйрӑм ҫынсенчен туяннă сӗте вӗретсе усă курмалла;
— ашран апат хатӗрленӗ чухне пысӑках мар татӑксемпе, пӗр сехет хушши пӗçерес пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев