Богдан Ахметханова асăнса шайбăллă хокей енӗпе турнир иртрӗ
Çӗпрел – спорт
Мартăн 13-мӗшӗнче «Алтын Барс» пӑр керменӗнче Богдан Ахметханова асӑнса хоккей енӗпе турнир иртрӗ.
Турнирта Хулаҫырми ялӗнчен 2 команда тата Кивӗ Çӗпрелӗнчен 2 команда хутшӑнчӗ. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсем енӗпе ҫӗнтерӳҫӗсем палӑрчӗç: 1-мӗш вырӑна – Çӗпрел – 1 команди; 2-мӗш вырӑна – Хулаçырми – 2 команди; 3-мӗш вырӑна Хулаçырми команди йышӑнчӗ. Вӗсене дипломсемпе тата медальсемпе парнелерӗç. Çавăн пекех турнирта: Андрей Тихонов – чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ; Дмитрий Храмов – чи лайӑх тапӑнакан; Илья Ильин – чи лайӑх хапхаҫӑ тесе палăрчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев