Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Аварисен шучӗ ан ӳстӗрччӗ

Кӑҫалхи çулăн августӑн 10-мӗшӗ тӗлне район территорийӗнче ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе лайăх улшӑнусем пулни палӑрать. Иртнӗ çулăн ҫак тапхӑрӗпе танлаштарсан, çул-йӗр-транспорт аварийӗсен шучӗ 1, вилекенсен шучӗ те 2, суранланнисен шучӗ те 2 тӗслӗхпе сахалтарах пулнă.

Кун çинчен ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе район комиссийӗн черетлӗ ларăвӗнче паллă пулчӗ. Çакна та пăхмасăр, вырӑнти тата федераци пӗлтерӗшлӗ автомобиль ҫулӗсем ҫинчи лару-тӑру кӑткӑс пулса юлать. Унта аварисен шучӗ ӳснӗ.

Иртнӗ çул мӗнпур тӑватӑ çул-йӗр-транспорт инкекӗсем те республикăри пӗлтерӗшлӗ çулсем çинче палăрсан, кӑҫал виҫӗ çул-йӗр-транспорт аварийӗ федераци тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫулсем ҫинче пулса иртнӗ.

Ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсен тӗп тӗсӗсем çаврăнса хупланни (1 тӗслӗх), çул хӗррине тухса кайни (2 тӗслӗх) пулса тӑраҫҫӗ.
Анатолий Михайлович палăртса иртнӗ тăрăх, ҫулталăк пуҫламӑшӗнчен Тутарстан территорийӗнче мотоциклистсем хутшӑнннипе 103 çул-йӗр-транспорт аварийӗ палăрнă, 5 ҫын вилнӗ тата 110 çын суранланнă.

Районăн тер-риторийӗнче те çак транспорт хатӗрӗсемпе усă куракансем нумай, мотоциклпа, скутерпа тата çавăн йышши транспорт хатӗрӗсемпе, тӗпрен илсен, ытларах ҫул ҫитмен ачасем çӳреççӗ. Кӑҫал çул-йӗр юхăмӗн правилисене пăснăшăн ҫул ҫитмен ачасем тӗлӗшпе 8 административлӑ материал тата эрех-сăра ӗçнӗ аслисем тӗлӗшпе 2 административлӑ материал туса хатӗрленӗ.

Реклама

Аса илтеретпӗр, икӗ кустӑрмаллӑ транспорт хатӗрӗсен водителӗсен айӑпӗпе ҫул-йӗр- транспорт инкекӗсене асӑрхаттарас тӗллевпе, вӗсене чакарас тӗллевпе августӑн 7-мӗшӗнчен пуҫласа 13-мӗшӗччен республикӑра, ҫав шутран Ҫӗпрел районӗнче те, «Мотоцикл» оперативлӑ-профилактика меро-приятийӗ иртрӗ. Мероприяти вӑхӑтӗнче автоинспекторсем сыхлав экипировкипе усӑ курнине тата асӑннӑ çак категорири транспорт хатӗрӗсене çӳретекенсен хӑрушсӑрлӑх мерисене пурнăçланине контроле илчӗç.

Машина çӳретме хăнăхусем, водитель прави пулман ачасем мотоциклпа çӳренӗ вăхăтра таврарисемшӗн хӑрушлӑх кăларса тӑратаҫҫӗ, хӑйсен пурнӑҫӗпе сывлӑхне те хӑрушлӑха кӗртсе ӳкереҫҫӗ.

Ларура çак проблема питӗ пӗлтерӗшлӗ пулни тата çавна май ашшӗ-амăшӗсемпе çыхăнăва çирӗплетме кирли çинчен калаçрӗç. 

Çул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен районти комиссийӗн пуçлăхӗ Рустам Мухаметзянов ларăва пӗтӗмлетӳ турӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев