Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Аслă Чăнлă ялӗн иртнине, паянхине палăртса –  репортаж

Аслă Чăнлă ялӗнчи пысӑк ӗҫсем

Интернетри Википедири пуçтарăннă даннăйсем çине пăхсан, Çӗпрел районӗнчи Аслă Чăнлă ялӗн 17-мӗш ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче (1674 ҫулта) никӗсне хывнă.

Историри йӗрсем

Нацийӗ енӗпе тутар пулнă Чӗмпӗр уесчӗн Чукал ял ҫынни Шимайка Васильев (ячӗпе хушамачӗ вырăсла-тутарла  пулмалла) Чӗмпӗрти Приказсен ҫурчӗн воеводине Петр Алексеевич Головина Чăнлă юханшывӗ тăрăхӗнче вырнаçнă Улхаш ялӗ çумӗнчен 20 çынна ирӗклӗ çӗр лаптăкӗсене уйăрса  пама ыйтса     çырать.

1674 ҫулта ҫак 20 çын пуçне 20-шер чӗрӗкрен 400 чӗрӗк ҫӗр уйӑрса панӑ. Ҫак çынсем çак вырӑнта ҫӗнӗ ялăн никӗсне хываççӗ. Яла Шимайка Васильев ячӗпе «Çӗнӗ Шимаево» тесе калама пуçлаççӗ. Каярах ял «Ярамай Чăнли», ун хыççăн Аслă Чăнлă ялӗ пулса тăрать. Ял Пӑва уесӗнчи Елшан вулӑсӗ, каярах ăна Чӗмпӗр уесӗн Улхаш вулăсне кӗртеççӗ, 1865 ҫулта вара вулӑс центрне çаврăнать.

1835 ҫулта Аслă Чăнлă ял халӑхне хресчен тӗнне вăйпа ӗнентерессине шута илсе, ялти 4 киле, 12 ревизи çыннине вăйпа тӗне кӗртнӗ.  Анчах 1848 ҫулта ҫак ҫынсем православи тӗнне куҫманни паллă пулсан, вӗсене тӗне кӗртнӗ чăваш халăхӗ пурăнакан кӳршӗри Кивӗ Улхаш ялне куçарнă. Вӗсене 186 теҫеттин те 672 хӑлаҫ ҫӗр уйӑрса панӑ.

1865 ҫулта Аслă Чăнлă ялӗнче 245 çурт тата 743 ҫын пулать, 1903 ҫулта 365 çурт тата çавсенче 2363 ҫын пурăнать. Ялта 5 мечӗт тата çавсен çумӗнче 4 медреса ӗҫлет. Ял Владимир Иванович Мотовилов помещикăн харпăрлăхӗ    пулса тăрать. (Википедири çак документсене П. Мартыновăн 1903 çулта пичетленнӗ «Чӗмпӗр уесӗн ялӗсем» кӗнекинчен илнине кăтартнă).

Ялăн паянхи

Аслă Чăнлă ял тăрăхӗ район центрӗнчен, Кивӗ Ҫӗпрелӗнчен,  28 километр инçӗшӗнче вырнаçнă. Ял 4792 тăваткал метр лаптăка йышӑнать. 4534 гектар ҫӗрӗ пур. 2002 ҫулхи Пӗтӗм Раççейри халăх çыравӗн пӗтӗмлетӗвӗ енӗпе ялта 1028 çын пурăннă. Паянхи кун тӗлне вӗсен шучӗ – 722. Çав шутра ӗҫлеме пултарнисем – 382, шкулта вӗренекенсем – 28.

Ялта 480 ача валли шутланакан вӑтам шкул, Культура çурчӗ, библиотека, почта уйрӑмӗ, мечӗт, лавккасем пур. «Бикчуров Р.А.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗ ӑнӑҫлӑ кăна ӗҫлесе тăрать.

Аслă Чăнлăра çуралса ӳснӗ  Совет Союзӗн Геройӗ Исмагил Кабирович Хакимов, Социализмла Ӗҫ Геройӗ Усман Гатауллович Алиев, паллă çыннисем: Ирек Фахретдинов, Шамиль Усманов, Галимзян Амирханов тата ыттисем те пур. Çаплах, Рамазанов, Бикчуров, Сабирзянов, Алимов, Фатхуллов тата ыттисенчен малалла тăсăлакан йăх-несӗл представителӗсем те ялăн сăн-сăпатне илемлетес, историне манăçми тăвассишӗн хăйсен пайне кӗртнӗ тата кӗртеççӗ.

Аслă Чăнлă та саманана пăхса улшăнать. Ӗлӗкхи мăнаçлăхӗ, авторитечӗ, административлӑ центр пулни ӑна паянхи кун та хăйне евӗрлӗ тӑвать. Тӗрӗс,  1980-мӗш ҫулсем хыççăн пулнă улшăну – колхозсем  саланни, ҫамрӑксем валли ӗҫ юлманни яла халсăрлатнă кăштах. Халӑх шучӗ те, ҫав ҫулсемпе танлаштарсан, чакни ҫав улшӑнусен кăтартăвӗ. Ҫакна та пăхмасăр, республикӑри вăйра пулнă тӗрлӗ программӑсенче хутшӑнни, çакăнта çуралнă ҫынсем яла пурăнтарассишӗн, ҫӗнетессишӗн нумай вăй хуни пурнăçа халӗ те кӗрлесе тăма, ҫамрӑксене те кунта юлма, хӑшӗ-пӗрисене каялла таврăнма никӗс пулнă май ӗçлет.

«Бикчуров Р.А.» хресчен-фермерăн ялшăн пулнă пӗлтерӗшӗ, каласа тăмасан та, кашнинех ӑнланмалла пулӗ. Çав ял каччиех, ӗлӗкхи çулсенче «Ирек» колхоза ертсе пынӑ Равиль Бикчуров, Аслă Чăнлă территорийӗнче те хăй хуçалăхне туса, ялăн социаллă-экономики енчен аталанӑвне пысӑк пай кӗртет. Пӗр енчен, хӑйӗн ялӗн çыннисене ӗçлӗ тусан, тепӗр енчен шкула, ял халăхне, унӑн аслă çулсенчисене пулнă пулăшăвӗ те пайтах. Кăçал вара, хуçалăх федераллă программăна кӗрсе, яла кӗнӗ çӗрте плотина  тума пуҫланӑ. Равиль Бикчуров каланӑ тӑрӑх, строительствӑн проект-смета докуменчӗсем енӗпе, ку халиччен пулман строительство пулӗ.

– Плотина,  пӗтӗмӗшле калăпăшра 500 пин куб. м шыв шăнăçакан, илемлӗ те, экономика енчен тупăшлă та пулӗ, – тет Р.Бикчуров. – Акăнакан лаптăксенче (вӗсем  вара 150   гектара яхӑн) малашне пахчаҫимӗҫ тата техника культурисене ӳстерессипе интересленӗпӗр.

Плотинăна шыв та ытти юханшывсенчен, çырмасенчен, ҫӑлкуҫсенчен  пухӑнать иккен.

– Çав шывсем хӗл юрлă килсен пӗтӗмпех  тулса кайса, чăрмавлăх кăларса тăратаççӗ иккен. Халӗ халӑхшӑн ӗҫлесе пăхчăр, – тет фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи. Ӗçсем йӗркеллӗ пырсан, объекта кăçал усă  курма парӗç.

Ӗмӗтсем пурнăçланаççӗ

Кӑҫал ялта кану паркне те никӗс хывнă.  Никӗсне унăн легендарлă ертӳçӗ Галимзян Амирханов вăхăтӗнчех туни, çак вырăнта кӳлӗ те, тӗрлӗ представленисем валли сцена та пулни çинчен каларӗ пире ял пуçлăхӗ  Фаиль Фатхуллов.

– Шӑпах ҫак вырӑна тасатса, тӗрттерсе, чавтарса пӗве тутарнă Галимзян пичче.  Анчах парк ӗнтӗ пӗтнӗччӗ. Манăн та çамрӑксем валли канма вырӑн ҫуккипе ăш вăркаса çӳретчӗ. Пăхатăн, çамрăксем каҫсерен пӗр çӗрте пуçтарăнса  пирус туртаççӗ, тепӗр çӗрте пуçтарăнса кӗрлеççӗ. Вӗсене те, аслисене те уçă сывлăшра ларса канса илмелӗх пӗр вырӑн кирлӗччӗ, – тет ял пуҫлӑхӗ.

Республикӑри ялсенче парксем тумалли программа вăя кӗнӗ хыҫҫӑн, вӗсем паркăн чертежне туса, тӑкаксене шутласа, районти Ӗç тăвакан комитета  килеççӗ. Унта вара республикӑри программӑн çак проектне сӗнеҫҫӗ. Тата акӑ ял варринче, вӑтам шкул çумӗнче кану паркӗ, лармалли вырăнсем, ҫутă та, чечек клумбисем те пулса тăчӗç. Тата çак ӗҫе малалла тӑсасса ӗмӗтленет Фаиль Фатхуллов. Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров та килнӗ чухне ҫак вырӑна питӗ илемлӗ вырăн, кӳлле те ҫӗнетме кирлӗ, тесе хавхалантарса кайнă.

– Ялтан тухса кайнă çынсем те ҫак ӗҫре пулӑшсан питӗ аван пулӗччӗ, – терӗ пире Ф.Фатхуллов тата çавăн пеккисене палăртасса та пӗлтерчӗ.

Пӗрлӗхлӗ халӑх

«Пӗрлехи вăй ту куçарать», тесе те ахальтен кăна каламаççӗ. Аслă Чăнлă халăхӗ сулăм укçин программине те пӗр çын пек пулса хутшăннă. Хӑйсем пуҫтарнӑ, çавна тăватă хут ӳстерсе панă патшалӑх укҫипе юлашки ҫулсенче ялсене пахалӑхлӑ шывпа тивӗҫтерес енӗпе хăш-пӗр  ӗҫсем пурнӑҫланӑ тата укçан нумай пайне ҫулсем тума тытнă. 70-мӗш ҫулсенче «Ирек» колхоз вырнаҫтарнӑ бетон плитасем вӑхӑт иртнӗҫемӗн хӑш-пӗр вырӑна путса, хăшӗ хăпарса ялăн центрти ҫулне автомашинӑсемпе иртейми шая çитернӗччӗ. Çак проблемăна ӗнтӗ ялти пухусенче те хускататчӗç. Кӑҫал çак ҫул ҫине вак чулсем сарса хунă та тип-тикӗс ҫул пулса тăчӗ. Ульяновск çулӗ çинчен яла кӗрекен трассӑн та чылай пайне кăçал юсав ирттернӗ.

– Халӑхпа канашласа налук укçине 18 ҫула çитнӗ çын пуçне 500 тенкӗ тесе палăртнăччӗ. Вăл ял шайӗнче 326500 тенкӗ пуçтарăнчӗ. Çакăн çумне Тутарстан Республикин Правительстви 1306 тенкӗ хушрӗ. Ҫавӑнпа К.Маркс, Горький урамӗсенчи çулсем çине  – вак чул сарнӑ, Советская, Калинин, М. Джалиль урамӗсенче цеолитран çулсем тунӑ. Яла илсе кӗрекен тӗп урам çулӗн 1637 метрне республика программипе тата район пулӑшнипе юсанӑ. Питӗ лайăх пулса тухрӗ.  Кам пӗлет, çырнă пулсан, асфальт та сарӗç-ха çак çул çине. Вăл вăхăтра тата та кăмăллăрах пулӗ, – тесе хӑйӗн шухăш-ӗмӗтне те пӗлтерчӗ ял пуҫлӑхӗ.

Пӗтӗмлетсе каласан, кӑҫал Аслă Чăнлă ялӗн аталанăвӗшӗн капиталлă хывăм 15 миллион тенкӗрен иртсе кайнă. Ял та, паллах, ҫуталса, илемленсе юлнă.

Пурте çакăнти çынсемшӗн

Вулакан шухăшӗ

Барис Сабирзянов, Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ учителӗ, çутӗç ветеранӗ.

Ял пухӑвӗнче пӗр арҫын: «Тархасшӑн, мӗн те пулин лайӑххине тӑвӑр, яла кӗрекен ҫула та пулсан йӗркене кӗртӗр ӗнтӗ, тесе йăлăнни пуçран тухмасть. – Аслă çултан пăрăнса Аслă Чăнлă ялне пырса кӗрекен çул та ытлах шеп мар, яла пырса кӗрсен Советская урамри çул та ишӗлсе пӗтнӗ, хурса тухнă плитасен хушшинчен шыв юхса тăрать...» – тенӗччӗ ӗнтӗ вăл.

Пуçлăхсем нумай улшӑнчӗҫ. Пухусенче сӑмах пачӗҫ, манса кайрӗҫ,  – пурте ӗлӗкхиллех темелле, юлчӗҫ. Ял ҫыннисем ҫулсӑр аптӑрарӗç.

Юлашки ҫулсенче вара, пирӗн ял ҫине тимлӗх ӳсрӗ. Пӗлтӗр патшалăхăн «Таса шыв» программипе, килсене çăл шывӗпе танлашакан шыв кӗнӗ. Пуринчен ытла эпир, ватăсем, ҫакӑншӑн питӗ савӑнтӑмӑр.

Хаяр сивӗсенче, çиллӗ-çумăрлă вăхăтра пылчăк ише-ише шыв йăтса, ӗмӗр тăршшӗпе нушалантăмăр ӗнтӗ.

Юлашки вӑхӑтра ялта машинӑсемпе тракторсен кӗрлевӗ чарăнмасть. Тӗрлӗ ӗҫсем нумай пулнӑран эпӗ магазина каяймасăр тăтăм. Пасара тухрӑм та, тӗлӗнсех кайрӑм. Советская, Тӑван çӗршыв ятлă урамсем хула урамӗ пек пулса тăнă! Район пулӑшнипе çул-йӗр строительствин организацийӗ кивӗ плитасем çине ҫӗнӗ ҫул хывнă, кайранхи ӗҫсене пурнӑҫласа, шыв сапса çӳреççӗ иккен.

Ватăсене мечӗт патнех ҫитме тикӗс ҫул пулса тăчӗ вӗт!

Тавтапуҫ хамăрăн ял пуҫлӑхне Фаиль Джамилович Фатхуллова. Пур ӗçе те ӗлкӗрет, пӗтӗм чунӗпе ӗҫлет, пӗлӳллӗ, талантлӑ. Тăван çӗршывăн Аслӑ вăрçинче çӗнтернӗренпе 75 ҫул çитнине уявлас умӗн Культура çурчӗ умӗнче ҫӗнӗ палăк ҫӗкленчӗ. Ял варринче патваррăн курăнса тăрать. Чечексен хушшинче ларакан палăк патне çитсен, çухалнă пӗртӑвансемпе тӗл пулнӑ пек туйăнать.

Ял варрине парк тумалли шухăш тахҫантанпах пулнӑ пулин те, тытса илнӗ решеткисем çухалнă, хурӑнсем сайраланнăччӗ. Кӗске вăхăт хушшинче шкула хирӗç ҫӗнӗ парк та туса лартнӑ. Ҫак стройка та пирӗн яла илемлетсе ячӗ.

Анчах та пӗр нимӗн те ӗмӗрлӗхех пулма пултараймасть. Йӑлтах хамӑртан килет. Ҫулсене пӑсмасăр, лартнӑ чечексене татмасăр, йывӑҫсене хуçмасăр, кашни япалана пăхса тăрасси те хамăртан килет.

Ҫакна ӑнлансан кăна, хамӑр ял аталанӑвне, ҫутҫанталӑкӑн илемне, обществӑна хамӑртан пысӑк пай кӗртӗпӗр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев