Петр Искендеров: «Ӗҫрен ан хăрăр, ан ӳркенӗр»
Ӗç
Вӑл ҫак ялтах ҫуралнӑ. Ялти шкултан вӗренсе тухнӑ ҫамрӑк каччăна часах çар службине илеççӗ. Маларах районти училищӗре сварщик-шофер специальность енӗпе вӗренсе, дипломпа водитель прави илнӗ.
Ульяновск хулинче çӗвӗ цехӗнче ӗҫлекен Ларисӑпа та вăл ҫак хулара ӗҫленӗ чухне паллашнӑ, унтах ҫемье ҫавӑрнӑ. Унтан вӗсем Мускав хулине кайса вырнаçаççӗ. Петр унта строительствӑра ӗҫлет, Лариса тӗп хулара хӑйӗн специальноҫӗпе ӗҫ тупать. Вӗсем хваттерте пурăнаççӗ. Аслӑ ывӑлӗ те Мускавра пурăннă вăхăтра ҫуралать. Паллах, тӗп хулара пурӑнма интереслӗ пулсан та, ҫемье йышлăлансан, тӑкаксем те ӳсеççӗ, хваттершӗн те тӳлемелле. Çамрăк мӑшӑрӗпе иккӗш канашланӑ хыҫҫӑн, вӗсем яла таврӑнса тӗпленсе, хӑйсен ӗҫне уҫма шутлаççӗ. Искендеровсем 2009 ҫулта тӑван ялне Аслă Аксăва таврӑнаççӗ. Яла таврӑнса тӗпленсен выльӑх-чӗрлӗх ферми тума пуçлаççӗ. Пулас фермăн никӗсӗнчен пуçласа тӑррине ҫитиех пур ӗҫсене те Петр хӑй аллипе тăвать.
– Рабочисене тара тытас пулсан, вӗсене тӳлемелле, укҫа строительство материалӗсемшӗн кайса пычӗ, ҫавӑнпа та тăрăшсах эпӗ хам тытăнтăм, тӑванӑмсем те, тусӑмсем те питӗ пулӑшрӗҫ. Вӗсене пурне те тав тӑватӑп, – тет Петр.
Фермӑна вӗсем васкамасӑр, пурне те тӗплӗн тăваççӗ. Çавӑнпа та вӑл самана требованийӗсене пӗтӗмпех хурав памалăх пулса тухать. Кунта пӗтӗм условие йӗркеленӗ. Фермăн каркасне металлран тунӑ, ӑна Петр, сварщик пулнӑ май, хӑй аллипе тунӑ. Ҫуртӑн стенисем сэндвич-панельсенчен. Здани ӑшӑ, шыв килет, выльӑх-чӗрлӗх валли шыв ӗçмеллисем лартнӑ, вӗсем патне шыв автоматизациленӗ шыв пăрăхӗсенчен килет. Паянхи кун фермӑра 8 ӗне, самӑртма хупнă вӑкӑрсем, ҫамрӑк пăрусем усраççӗ. Фермăн урайне те ӑшӑтакан материалтан сарнă, выльăхсене хӗлле сивӗ ан пултăр тесе.
– Вӑхӑтра тасатса тăрсан, ӳркенмесен сывлăшӗ те акă çакăн пек таса пулать ӗнтӗ фермăра. Здание тунӑ чухнех, сывлӑш улшӑнса тăтăр тесе, çӳлте «вытяжкăсем» туса хăвартăм, ҫавӑнпа та кунта сывлӑш пӗрмаях улшӑнса тӑрать, – тет Петр.
Ӗнесене кунта та сăвассине механизациленӗ аппаратсемпе çыхăнтарнă. Сунӑ сӗте сӗт пухакансене параҫҫӗ иккен.
– Сӗтӗн хакне кӑштах ӳстерсен те, ку кансӗрлемен пулӗччӗ, кӗркунне утӑ та, тырӑ та хаклӑ пулчӗç вӗт. Ҫӗр хальлӗхе ҫук-ха пирӗн, ҫавӑнпа выльӑх-чӗрлӗх валли тырă та, утӑ та туянатпӑр, – теççӗ Искендеровсем.
Вăкăр пӑрусене вара ӳстерсе, пусса та – ашне, чӗрӗ виçепе те сутаҫҫӗ. Вӗсен хӑйсен «ГАЗ-53» маркаллă грузовикӗ пур, вӗсем малашне çӗр илсе, унта выльӑх-чӗрлӗх валли кирлӗ ял хуҫалӑх культурисене акса ӳстерме планлаҫҫӗ.
– Эпир ӗнесене, пӑрусене тивӗçлипе çитерсе тӑрантарма тӑрӑшатпӑр. Рациона – хутăш апат, утӑ тата ытти кирлӗ шӗвексем кӗртетпӗр. Выльӑх-чӗрлӗхе мӗн чухлӗ лайӑхрах пӑхатăн, ҫавӑн чухлӗ тупӑшне те илетӗн, – тет Петр.
Петрпа Лариса виҫӗ ачана кун çути парнеленӗ. Ывӑлсем халлӗхе шкулта вӗренеҫҫӗ-ха. – Аслӑ ывӑлăмăр – пире пулăшать те ӗнтӗ, кӗҫӗннисем тетӗшӗсенчен курса, пире пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ, – теҫҫӗ Искендеровсем.
– Ялта тӗпленнӗшӗн ӳкӗнместпӗр эпир, кăмăлӗ пулнă çын ялта та хӑйне валли ӗҫ тупса, хӑйӗн ӗҫне йӗркелесе ярса, савăнса пурăнма пултарать. Ӗҫрен хӑрамалла мар тата ан ӳркен, – тет çемье хуçи, пултăклă Петр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев