Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Аслă Аксу вăтам шкулӗнче вӗренекенсем çыраççӗ

На 8 марта

 

Манăн асанне

Манăн асанне Настя ятлă. Вăл Чăваш Енре çуралса ӳснĕ. Ҫемье çавăрнăранпа Аслă Аксу ялĕнче пурăнать. Асаттепе асанне виçĕ ывăл çуратса ӳстернĕ. Халĕ асанне çитмĕлтен иртнĕ, тивĕçлĕ канура. Эпир унпа пĕр килте пурăнатпăр. Асанне нумай çул хушши столовăйĕнче повар пулса ĕçленĕ. Вăл халь те килте пире тутлă апатсем пĕçерсе çитерет. Унăн яшки те, пăтти те, çăкăрĕ те, кукăлĕ те питĕ тутлă пулать. Кашни кун пушă вăхăтра эпĕ асаннене кĕнекесем вуласа паратăп. Кирлĕ чухне ăна яланах пулăшатăп. Уншăн мана асанне тав тăвать. Шкултан лайăх паллăсем илсе таврăнсан асаннеçĕм питĕ хĕпĕртет, конкурссенче, олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăнсан савăнать, малашне те мана пысăк çитĕнӳсем тума сунать. Эпĕ асаннене питĕ юрататăп. Ăна çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх сунатăп.
Глеб Айкин, 3-мĕш класс.

Ырă кăмăллă асанне

Маншăн чи ырă çын вăл — асанне. Унпа эпир пĕр урамра, кӳршĕре пурăнатпăр. Манăн асанне — Ильина Вера Васильевна, Аслă Аксу ялĕнче çуралса ӳснĕ. Вăл тăван ялне юратнă, çавăнпа çакăнта çемье çавăрса пурăннă та. Асанне почтальон пулса ĕçленĕ. Халь вăл тивĕçлĕ канура, пурпĕр ĕçе каять. Килне таврăнсан та асанне пĕрре те ахаль лармасть. Эпĕ ăна шеллетĕп, çавăнпа пулăшма тăрăшатăп: урай шăлатăп, чашăк-тирĕк çăватăп. Куншăн вăл савăнать, мана хăй çумне ăшшăн çупăрлать. Унăн чунĕ çав тери çемçе-çке! Асанне мана шкулта лайăх вĕренме хушать, ялан тутлă апат-çимĕçпе хăналать, лайăх çын пулма сунать. Эпир ăна, виçĕ мăнукĕ, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, ырă кун-çул сунатпăр. Нихăçан та ан ватăл, асанне!
Данил Ильин, 3-мĕш класс.


Юратнă кукамай

Манăн юратнă кукамай — Нина Григорьевна Кузьмина. Вăл 71 çулта, тивĕçлĕ канура. Кукамай Аслă Аксу ялĕнче пурăнать. Вăл пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ӳснĕскер, халĕ те унăн ĕçчен алли валли ялан ĕç тупăнать. Кукамай нихăçан та ахаль лармасть. «Ěç вăл — пурнăç илемĕ», — тет. Вăл пире пур ĕçе те пĕтĕм чун-чĕререн тăрăшса, юратса, тӗплӗн тума вĕрентет. Ялан кукамай усăллă апат, тутлă кукăль пĕçерсе çитерет. Кукамай пирĕн шкулти çитĕнӳсемпе интересленет, яланах малтисен ретĕнче пулма хушать. Эпĕ кукамая выльăх-чĕрлĕх пăхма, апат пĕçерме, савăт-сапа çума пулăшатăп. Ҫуллахи вăхăтра вăл пахчара нумай вăй хурать, тĕрлĕ пахча çимĕç ӳстерет, асаттепе пĕрле вĕлле хуртсем пăхаççĕ. Эпĕ кукамая питĕ юрататăп, унпа мухтанатăп, мăнаçланатăп. Ăна телейлĕ пурнăç, çирĕп сывлăх сунатăп.
София Мерчина, 4-мĕш класс.


Манăн кукамай

Манăн кукамай — Зоя Васильевна, вăл утмăлтан иртнĕ çын. Вăл Кивĕ Чакă ялĕнче пурăнать. Кукамай — ырă кăмăллă, таса чунлă, çепĕç те ĕçчен çын. Унăн ултă мăнук. Вăл пурсăмăра та пĕр пек юратать. Кукамай ялан пире кĕтет. Ун патĕнче пурте пĕрле пуçтарăнни — пирĕншĕн чăн-чăн уяв. Кашнинче эпир килнĕ çĕре сĕтел тулли тутлă апат-çимĕç лартса хурать. Маншăн чи тутли — кукамай пĕçернĕ кукăльсем. Вăл вĕсене кишĕртен, купăстаран, çăмартаран, иçĕмрен пĕçерет. Кукамай мана та кукăль пĕçерме вĕрентет. Унпа вăхăт ирттерме юрататăп. Вăл мана интереслĕ историсем каласа парать. Тепĕр чухне вăйăсем те выляса илетпĕр. Ҫавăнпа та ман ялан кукамай патне каяс килет. Эпĕ ăна питĕ юрататăп. Кукамая çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатăп. Яланах вăл пирĕн çумра пултăр!
Мария Катина, 4-мĕш класс.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев