Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Аса илтеретпӗр

Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче ГИБДД ӗҫченӗсем вӗренекенсене ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑх çинчен аса илтереҫҫӗ.

Вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленчӗ, ҫуллахи каникул пуҫланчӗ. Эпир пурте ҫуллахи вӑхӑта чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр. Урамсенче те машинасен юхăмӗ активланать. Çавна май çулсем çинче инкеклӗ ӗçсем килсе ан тухччăр тесе, çул ҫӳрев правилисене аса илер.

– Урамра ҫӳренӗ чухне яланах сыхӑ, йӗркеллӗ пулӑр! Тротуарпа кӑна утма кирлине ан манăр, ăна ҫуран ҫӳрекенсем валли туса панă, унпа сылтӑм енче кӑна ҫӳремелле. Урам урлă каçнă чух ятарлă вырӑнсенчен ҫеҫ тухӑр, ҫул паллисене тимлӗхе илӗр! Урам урлă каçнă вăхăтра малтан сулахаялла пӑхӑр, варрине ҫитсен сылтӑмалла пӑхӑр! Урамра машинăсем çӳренӗ çӗрте вӑйăсем ан йӗркелӗр! Велосипедпа ҫӳренӗ чухне машина ҫулӗ ҫине ан тухӑр! Асра тытăр, палламан машина ҫине ларма юрамасть. Суранланасран сыхланăр. Урама тухас умӗн тумтирӗре, атӑ-пушмаксене тишкерӗр, мӗншӗн тесен хӑш-пӗр чухне япăх çыхнă шнур, инкек сӑлтавӗ пулма пултарать. Каникул йӗркеллӗ ирттӗр! – тет çавна май Анатолий Михайлов, ГИБДД уйрӑмӗн начальникӗ, полици майорӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев