Ăшă чунлă Фаима аппа
Кивӗ Кахӑрлӑ ялӗнче пурăнакан Фаима Сабирулловна Ахтямова хӑйӗн 90 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ.
Ӑна Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин, Кивӗ Кахăрлă ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рустам Фаткуллин саламларӗҫ. Район пуҫлӑхӗн Марат Гафаровăн саламлă çырăвне, парнесем пачӗҫ. Кивӗ Кахăрлă ялӗнче тата тепӗр ырӑ йӑлана кӗнӗ – 90-95-100 ҫул тултарнисене саламлама ялти Культура çурчӗн директорӗ Наиль Арсланов та çӳрет.
Фаима Сабирулловна 1933 ҫулхи январӗн 15-мӗшӗнче Кивӗ Ишлӗ ялӗнче ҫуралнӑ. Паллах, унӑн ачалӑхӗ те нушасăр кăна иртмест. Питӗ ир çитӗннисемпе пӗрле ӗçе пуçăнса, вӑл мӗн вӑй ҫитнӗ таран çитнине те, çитменнине те тума тӑрӑшать.
Мăшăрлансан ӑна хӑйӗн ачине юратма пӳрмен. Мăшăрӗн пӗрремӗш мӑшӑрлануран çуралнă ачине Фаима аппа хӑйӗн пӗтӗм чун-чӗре ăшшине, амăшӗн ачашлӑхне парать. Ҫавӑнпа вӗсем те ӑна паян хӑйсен амӑшӗ пекех пӑхаççӗ. Вӑл хӗрӗпе тата кӗрӳшӗпе пӗрле пурӑнать.
– Мӗн ачаранпах фермӑра ӗҫлеме пуҫланă, хӗлле выльӑх-чӗрлӗх пӑхнă, ҫулла уй-хирте ӗҫленӗ. Утӑ ҫулнӑ чухне вӗсен хире тухса, киле таврӑнман саманчӗсем те пулаҫҫӗ, – тесе каласа парать хӗрӗ Хурия амăшӗ çинчен. Фаима аппа, унӑн сӑмахӗсене ҫирӗплетсе: – Халӗ те ӗҫлес килет, анчах куҫ курмасть, алӑсем тытмаҫҫӗ ӗнтӗ, – терӗ ăшшăн кулса.
Рустам Фатхуллин та аслă çулсенчи Фаима аппа хӑйӗн килӗнчен каясшӑн пулманни, ҫавӑнпа та хӗрӗпе кӗрӳшӗ Кивӗ Кахăрлă ялне куҫса килни çинчен калаçрӗ.
– Пӗр енчен, ватӑ ҫынна, хăвăн аннӳне пӑхни сăвап пулсан, тепӗр енчен, ялта тӗпленсе унӑн пурнӑҫне илемлетнин курăнăвӗ ӗнтӗ çакă, – тет вӑл. – Çуртне, кил-картине пӑхса тăраҫҫӗ, юсав ӗҫӗсене пуҫласа ячӗç, Фаима аппа ҫамрӑкланса кайнă пек туйӑнчӗ.
Пӗтӗмлетсе каласан, Фаима аппа уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын. Вӑл хӑй тӳссе ирттернӗ йывӑрлӑхсем ҫинчен, шӳте çавăрса кăна, каласа парать, хӑйӗн шӑпипе кӑмӑллӑ, ачисене тав тӑвать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев