Аш-какай тата сӗт — питӗ кирлӗ продукт
Январь-февраль уйӑхӗнче районта 3924 тонна сӗт туса илнӗ.
Иртнӗ çулхи тапхӑрпа танлаштарсан, сӗт туса илессин ӳсӗмӗ 101 процента тӳрӗ килет е 37 тонна ытларах. Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн выльӑх-чӗрлӗх пайӗн начальникӗ Айваз Абязов каланӑ тӑрӑх, «Цильна» обществӑра пӗлтӗрхинчен 110 процент е 177 тонна ытла сӗт суса илнӗ. Пӗлетпӗр ӗнтӗ, "Цильна«ра выльӑх апачӗн çӗнӗ цехне хута янӑччӗ.
Вӑл ҫавăн пекех ӑнӑҫлӑ ӗҫлет — талӑкра 150 тонна шайлаштарнӑ выльӑх апачӗ туса кӑларать. Ӗнесен талӑкри тухӑҫлӑхӗ хуҫалӑхра 34 килограма ҫитнӗ. «Агро-Вест» хуҫалӑхра та лайӑх ӗҫлерӗç, — тет Айваз Абязов. — Пӗлтӗрхипе танлаштарсан ӳсӗм 118 процента тӳрӗ килет. Анчах сӑвакан ӗнесен тухӑҫлӑхӗ начар — талӑкра пӗр ӗнене 7 килограма кӑна тӳрӗ килет. Районта сӗт туса илес енӗпе иккӗмӗш вырӑн йышӑнакан «Молко-Çӗпрел» обществӑра икӗ уйӑх хушшинче 1553 тонна сӗт туса илнӗ. Сӗт кунта пӗлтӗрхинчен 129 тонна сахалтарах. Сӑлтавӗ — сӑвакан ӗнесен йышне чакарни. Хуҫалӑха Белгород облаҫӗнчен 200 пуç ӑратлӑ пӑру илсе килме палӑртнӑ. Ҫавӑнпа та кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫул вӗҫнелле хуҫалӑхра сӗт туса илессин калăпăшӗ лайӑх енне улшӑнмалла, — тет специалист.
Фермер хуҫалӑхӗсем хушшинче А. Д. Камараева хуҫалӑхӗнче чи лайӑх динамика палăрать. Унта 62 тонна сӗт туса илнӗ, ӳсӗм 132 процентпа танлашнӑ. В. П. Карабаев хресчен-фермер хуçалăхӗнче 35 тонна сӗт туса илнӗ, ӳсӗм — 123 процент; П. И. Хрисанов хуçалăхӗнче — 27 тонна, ӳсӗм — 112 процент.
Районти ял хуҫалӑх организацийӗсенче мартăн 1— мӗшӗ тӗлне 7657 пуҫ шултра мăйракаллă выльăх шутланать, 2024 ҫулта вӗсен йышӗ 40 пуҫ ӳснӗ. «Агро-Вест» хуҫалӑхра выльӑх-чӗрлӗх шучӗ пӗлтӗрхипе танлаштарсан 26 пуҫ чакнă.
Аш-какай туса илесси те ӳсет. Икӗ уйӑх хушшинче 219 тонна аш туса илнӗ, ӳсӗм 122 процентпа танлашнӑ. Пӑрусен йышӗ пӗлтӗрхи пекех — 642 пуҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев