Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Апрелӗн 7-мӗшӗ — Пăлхавăшни

Пăлхавăшни — православи календарӗнчи чи пысӑк та савӑнӑҫлӑ уявсенчен пӗри.

Вӑл Православи чиркӗвӗ апрелӗн 7-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан Аслӑ уяв. Шӑпах ҫав кун, Христос ҫураличчен 9 уйӑх маларах, Марияна архангел Гавриил Турă амăшĕ пуласси ҫинчен ырӑ хыпара пӗлтернӗ.

Халӑх хушшинче ырӑ хыпара ялан тенӗ пекех шӑппӑн паллӑ тӑваҫҫӗ — малтан чиркӳре праҫникри кӗлӗ йӗркипе, унтан килте, ҫемьери ансӑр ушкӑнра.

Ҫак кунӑн тӗп йӑли-йӗркисенчен пӗрне кӑвакарчӑнсем кӑларни теме пулать. Ҫак кайӑк ырӑ хыпарҫӑ тата уявӑн символӗ пулса шутланать. Ӗненекенсем шутланӑ тӑрӑх, кӑвакарчӑн хӑйне кӑларса яраканшӑн кӗлтунине пӗлӗт ҫине илсе каять.

Çак кун ĕçлемелле мар. Кайăк та йăва çавăрмасть теççĕ. Унсăр пуçне пĕр-пĕрин килне пĕрремĕш кĕме тăхтаса тăмалла: мĕнле çын килет — çемье пурнăçĕ çулталăк çапла пулать имĕш. Ырă кăмăллă, хисеплĕ çын килсен — лăпкă пурнăçа кĕт, путсĕр çын-тăк — çулталăкĕпех хирĕçÿ пулать, выльăх та ĕрчемест теççĕ.

Пӑлхавӑшни кунӗнчи ҫанталӑк та ҫу мӗнле килессине тӗрӗс калать. Пăлхавăшнире çил, тĕтре пулсан тыр-пул тухăçпа савăнтарать, сивĕ-тĕк кăрăç тĕлĕшпе ăнать. Ку вăхăт тĕлне чĕкеç вĕçсе килмесен çуркунне кая юлать, сивĕ пулать.

Пăлхавăшни каç шăнтсан 40 каç шăнтать теççĕ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев