Апат-ҫимӗҫ блокӗсем ҫӗнелеççӗ
Строительствăсем
Районта кӑҫал ҫичӗ шкул столовӑйне юсав ирттернӗ.
Вӗренӳ çулӗ пуçланас умӗн район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, çутӗç уйрăмӗн ертӳçи Ильсур Халитов шкулсен çӗнӗ вӗренӳ çулӗн хатӗрлӗхне тишкерес енӗпе юсанă апат-ҫимӗҫ блокӗсене те пăхрӗç.
Вӗсем малтанах Матак вӑтам шкулӗнче пулчӗç. Темиҫе ҫул каялла кунта капиталлă юсав тунăччӗ, кӑҫал вара столовӑйри апат-ҫимӗҫ блокӗ те çӗнелсе улшăнчӗ. Шкула 1863 ҫултах никӗс хывнине те каласа иртес пулать.
– Кӑҫал пирте 60 яхӑн ача пӗлӳ илӗ. Мӗнпур пуҫламӑш классенче вӗренекенсене те тӳлевсӗр вӗри апатпа тивӗҫтерӗç, – тесе палӑртса иртрӗ учрежденийӗн директорӗ Марина Ермолаева.
Директор юсав ӗҫӗсене пахалӑхлӑн пурнӑҫлани ҫинчен калаçрӗ. Вӗренекенсемшӗн апатланма мӗнпур условисем пур.
Столовăйне кӗрсенех çӗнӗ апатлану сӗтелӗсем тата пукансем çине куç ӳкет. Çӗнӗ шкафсем, ку чухнехи савӑт-сапа çумалли оборудованисем, ҫӗнӗ крансем, электричество плитисем те вырнаҫтарнӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, столовӑйне ку чухнехилле çӗнетсе улăштарнă, вӗренекенсем савӑнсах апатланччăр кăна!
Çутӗç уйрăмӗн ертӳçи Ильсур Халитов каланӑ тӑрӑх, çичӗ вӗренӳ учрежденийӗнче апат-ҫимӗҫ блокӗсене çӗнетес ӗçсем вӗҫленнӗ. Килес ҫулта 2 шкулта çакăн пек юсав ирттерме палӑртнӑ.
Справка
Тутарстанра кӑҫал шкулсен апат-çимӗç блокӗсене юсас енӗпе ҫӗнӗ республика программине йышӑннӑччӗ. Ӑна пурнӑҫлассишӗн 1 миллиард тенкӗ укçа уйăрса панă. Программăпа пӗтӗмӗшле 198 çутӗç учрежденийӗнче апат-ҫимӗҫ блокӗсене ҫӗнетӗç. Ҫакӑн пек ӗҫсене 44 муниципалитетра илсе пыраҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев