Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ан улталанăр! 1 180 900 тенкӗ. Çыннăн кӗсйине

2021 ҫулта район территорийӗнче мошенничествăн тӑватӑ сӑлтавне регистрациленӗ пулсан, кӑҫалхи январь уйăхӗнче полици уйрӑмне виҫӗ ҫын  хăйсене улталани ҫинчен заявлени ҫырма ӗлкӗрнӗ.

Ултавçăсен серепине, чăн малтан, Тутар Упи ялӗнче пурӑнакан ҫын лекет. Январӗн 26-мӗшӗнчен 10.40 сехетрен пуҫласа 14.00 сехетчен паллӑ мар ҫын тӗрлӗ: 84992282633, 84992211396, 84958905245, 84957863676, 84990994049 (Мускав хули) телефон номерӗсемпе усӑ курса, банк ӗҫченӗсен ячӗпе шӑнкӑравланӑ, санкциленмен кредит илме пултарассине асăрхаттарас тӗллевпе арçыннăн мӗнпур банк карточкисемпе паспорт даннӑйӗсене ыйтса илет. Унтан унӑн ячӗпе 995 000 тенкӗ чухлӗ кредит регистрацилеççӗ, ҫав укҫана «Google Pay» тӳлев системи урлӑ мошенниксене куçараççӗ. 

Мошенниксем кунпа кăна ҫырлахмаҫҫӗ. «Ренесанс Банкра» уйрăм кабинет уҫаҫҫӗ, даннӑйсемпе усӑ курса та виҫӗ виртуаллӑ кредит карттисене регистрацилеҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, укҫа-тенке те хӑйсен счечӗсем ҫине куҫараҫҫӗ.  Ҫавна пула Тутар Упи ялӗнче пурӑнакана мошенниксем 1 180 900 тенкӗ чухлӗ сиен кӳреççӗ.

Кунсӑр пуҫне, ҫав кунах паллӑ мар çынсем Кӗçӗн Аксу ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑм патне шӑнкӑравлаççӗ, унăн шанăçне çӗнсе илеççӗ.  Унӑн «Альфа Банк» банк картти ҫинче пулнă 147 516 тенкӗ чухлӗ укçине ултав мелӗпе, çаплах, хӑйсен счечӗ çине куçараççӗ.

Мошенниксем финанс компанийӗ ятӗнчен кӑна мар, прокуратура, федераллă хăрушсăрлăх служби, полици, налог службин, Раҫҫей Банкӗн тата ытти организацисен ячӗпе те шӑнкӑравлаҫҫӗ. Паллах, патшалӑх организацийӗсен ячӗпе шӑнкӑравласан ҫын çухалса каять, телефонăн тепӗр енче хăйне сотрудник тесе паллаштарнă мошенника шанать.

– Ҫавӑнпа та эпир ют номертен шӑнкӑравласан ан хуравлӑр, хуравланă вăхăтра та укҫа-тенкӗ çинчен сăмах пуçласан телефона сӳнтерме сӗнетпӗр, – тет шалти ӗҫсен пайӗн ӗҫченӗ Фарит Камусин. – Халӗ пӗтӗм информацие интернет сетӗнче вырнаҫтарнӑ. Мошенниксене пур ҫыннӑн ятне тата хушаматне, мӗнле банкпа ӗç илсе пынине тупма йывӑр мар. Ҫакна пӗлсе тӑрӑр: кредит организацийӗсен сотрудникӗсем сирӗн пата нихӑҫан та хăйсем шӑнкӑравламаççӗ тата сирӗн банк карттисем ҫинчен ыйтса пӗлмеççӗ.

 

Сирӗн хурӑнташӑр е палланӑ ҫыннăр аварие, тӗрмене,  больницӑна лекни çинчен калаççӗ, залог, штраф тӳлеме, полици сотрудникне взятка пама чӗнеҫҫӗ – пӗр сӑмахпа каласан, укçа тӳлеме сӗнеççӗ пулсан, ан ӗненӗр.   Кусем – мошенниксем!

 

– Çаплах, тухатнинчен хӑтăлмашкăн пулăшу паратпăр, тесе мошенниксем кăна сӗнеççӗ. Сасартӑк пысӑк укҫа, призсем выляса илни те – ултав.  Социаллӑ ӗҫченсен ячӗпе те тӗрлӗ пулӑшу сӗнме пултараҫҫӗ.  Пӗр сӑмахпа каласан, «Ахаль сырă – капкӑнра кӑна». Ҫавӑнпа та эсир шикленетӗр пулсан, шӑнкӑравланӑ «организацие», тăван-хурăнташăра, тусăра хăвăр шӑнкӑравласа,  ыйтăва уçăмлăр.

Шел, ҫакнашкал преступленисене уҫса пама питӗ йывӑр. Мошенниксем ҫӗршывӑн кирек хӑш регионӗнче те вырнаҫма пултараҫҫӗ тата час-часах усӑ куракан телефон номерӗсем, счечӗсем те ниҫта та регистрациленмен. Асӑрхануллӑ пулӑр, сирӗн пурлӑхăр, пирвайхи черетре, сирӗн алӑрта!

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев