Амӑшӗсем калаҫаҫҫӗ
Вилнӗ салтаксен амăшӗсем çав кунсене куççульсӗр аса илеймеççӗ
Кивӗ Çӗпрел ялӗнчи, вилнӗ салтакӑн амӑшӗ Рузания Хайбуллова, ҫав кунсенчи пулăмсене куҫҫульсӗр аса илеймест:
– Пирӗн ывӑл Ильдус ӑҫта службӑра тӑнине эпир пӗлмерӗмӗр. Ун ҫинчен вӑл хӑйӗн ҫырӑвӗсенче ҫырмарӗ. Пӗррехинче вӑл хӑйӗн сӑн ӳкерчӗкне ҫар атрибутики патӗнче, темле сеткă хыçӗнче ӳкерӗннӗ сăн ӳкерчӗкне ярса пачӗ. Чун-чӗрере иккӗленӳ ҫуралчӗ: «Ывӑлӑм, Афганистанра служить тăватăн-и элле эсӗ? тесе çыртăм. «Çук, анне, эпир чикӗре вӗт», – тесе хуравларӗ вăл. Тӑванӗсене вара: «Тӑван ялта, тӗмсем айӗнче, ҫулҫӑсем кӑштӑртатнине итлесе выртас килет», – тесе çырнă.
Декабрӗн 28-мӗшӗнче вӑл 20 ҫул тултармаллаччӗ. Ҫуралнӑ кун ячӗпе ăна эпир посылка малтанах ятăмăр. Шӑпах çак кун, Ильдус ҫуралнӑ кун, ӗҫе кайма хатӗрленнӗ вăхăтра, район администрацийӗн ертӳҫисем килсе кӗчӗç. Ахаль ҫӳременнине туйса, чӗре «туртӑнса» илчӗ. Анчах Ильдус ҫинчен эпир шухӑшламастпӑр та – вӑл инҫтре вӗт. Вӗсем вара вăл паттăрла вилӗмпе вилнӗ, теҫҫӗ. Ку хыпар ăс-пуçа та, чун-чӗрене те кӗресшӗн пулмарӗ пӗр вăхăта. Анчах та чăнлăх тем пек йывӑр пулсан та, йышăнатăн – эпир ывӑлӑн ӳтне кӳрессе виҫӗ кун кӗтрӗмӗр. Декабрӗн 31-мӗшӗнче вӑл цинк тупӑкпа таврӑнчӗ. «Уҫса пăхма ирӗк памарӗҫ» тенине эпӗ илтнӗччӗ. Тен ирӗк ыйтса та тăмарăм, тен çав ирӗке пире пачӗҫ – эпӗ ывӑлӑма шӑтӑка антариччен куртӑм. Пичӗ çап-çутă, мӑй хыçӗ ҫеҫ мина ванчӑкӗсемпе ҫурӑлса пӗтнӗччӗ. Ывăлăмăра 1989 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнче пытартăмăр. Уйӑх ҫурӑран вара – февралӗн 15-мӗшӗнче Афганистанран совет ҫарӗсене илсе тухрӗç.
Ҫак чуна пырса тивекен пулăмсем хыҫҫӑн Афганистанран пирӗн пата Ильдус çырнă çыру тата ӑна ҫуралнӑ кунӗ тӗлне янă посылка каялла килчӗ. Ҫырура вӑл Çӗнӗ ҫул уявне мӗнле хатӗрленни, ҫак кунсенче премӗксемпе хӑналани ҫинчен ҫырнӑ пулнă. Çак посылка каялла килни тата та ăнлантарса пама пулман нихҫан тӳрленми суран хăварчӗ чӗресенче – кученеçсене тутанса пăхма, çак çутă тӗнчере пурăнма çырмарӗ çав ачамăра...
Мучелей ялӗнчен Закияпа Рафаэль Замалетдиновсем те ывăлӗ Румыле çинчен асаилӗвӗсене çӗнетрӗç:
– Пирӗн ывӑл Румыл 1 ҫул та 2 уйӑх службӑра тăнă хыççăн вилчӗ. Эпир питӗ йывӑр хуйха тӳссе ирттертӗмӗр. Çакăн хыҫҫӑн иккӗмӗш ывӑлăмăр та, хӑйӗн ирӗкӗпе, ҫар службине кайрӗ. Тепӗр тесен, тетӗшӗ вилнӗрен вӑл ҫара каймасăр юлма та пултарайнă. Шӑпаран иртме çук, теççӗ, шăллӗ те шăпах тетӗшӗ пулнӑ чаҫе лекрӗ, тата, çаплах, унӑн кровачӗ ҫинче те ҫывӑрма тивнӗ ăна. Пӗр çулталӑк хушши службăра тăнă хыççăн, военкоматсем тăрăх çӳресе, эпир ӑна каялла тавӑрма пултартӑмӑр.
Пирӗн аслӑ ывӑл 53 ҫул тултарнă пулӗччӗ. Вӑхӑт сурансене сиплет теҫҫӗ, ку тӗрӗс мар. Суран тарӑнланса кăна пырать. Эпир пурӗ те ҫав ыратӑва хӑнӑхатпӑр ҫеҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев