Амӑшӗн капиталӗ, пенсисем ӳсеççӗ
Ӗç министерстви шутланă тăрăх, 2021 ҫулта амӑшӗн капиталне 1,2 миллион ҫемье илӗ.
2021 ҫулта Раҫҫейре амӑшӗн капиталӗ 3,7 процент ӳсет. Апла пулсан, 2021 ҫулта пӗрремӗш ачашӑн 483 882 тенкӗ тӳлӗнӗ. Пӗрремӗш ачишӗн тӳлев илменнисене 639 432 тенкӗ парӗҫ. Енчен çемье унччен амӑшӗн капиталне илнӗ иккен ӗнтӗ, иккӗмӗш ачашăн хушма 155 550 тенкӗ укçа тӳленет.
Ӗç министерстви шутланă тăрăх, 2021 ҫулта амӑшӗн капиталне 1,2 миллион ҫемье илӗ.
2021 ҫулта ӗҫлемен пенсионерсен страхлав пенсийӗн вӑтам калăпăшӗ 17 443 тенке тӳрӗ килӗ. Страхлав пенсийӗ 6,3 процента, социаллӑ пенси 2,6 процента индексациленет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев