Ҫамрӑк ҫемьесене пулӑшу тӗсӗсем
Паянхи ял пурнăçӗ хуларинчен уйрăлса тăмасть. Тен, лайăхрах та. Мӗншӗн тесен Тутарстанра ялти ҫамрӑк ҫемьесене пулӑшу кăтартакан тӗрлӗ программӑсем ӗҫлеҫҫӗ.
Тутарстан правительстви, сӑмахран, ялта пурăнакан çамрăк аннесене паракан пурлăх пулăшăвӗн программине вăя кӗртрӗç. Унӑн хӑйӗн требованийӗсем пур, паллах. Хӗрарăмсем ялта сахалтан та виҫӗ ҫултан кая мар пурӑннӑ пулсан кăна çак пулăшăва илме пултараҫҫӗ. Хӗрарӑм пӗрремӗш ачине 25 ҫулччен ҫуратсан, ӑна 50 пин тенкӗ укçа тӳлӗҫ, виҫҫӗмӗш ачине 29 ҫулччен çуратсан 100 пин тенкӗ укçа парăнать.
Республикӑра, çаплах, тӗрлӗ категорири çамрăк çемьесене пулӑшу паракан «Ҫамрӑк ҫемье» социаллӑ ипотека программи те вăя кӗчӗ.
Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов палăртса иртнӗ тăрăх, хăйсен пурăнмалли вырăнӗ пулманни – çамрăксемшӗн чи ҫивӗч проблемăсенчен пӗри. Çӗнӗ пулӑшу программи вара 6 пинрен ытла ҫамрӑк ҫемьесене пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма май парӗ. Çак программа бюджет тытăмӗнче ӗҫлекен ҫамрӑк ҫемьесене пулӑшассине кӑна шута илмест, тӗрлӗ тытăмра ӗҫлекен ҫемьесем те ҫак пулӑшӑва ӗмӗтленме пултараҫҫӗ.
«Ҫамрӑк ҫемье» социаллӑ ипотекӑн программинче официаллӑ йӗркепе регистрациленнӗ мăшăрсем, çулӗсем 18-35 ҫултан иртмен çамрăк çемьесем, хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех, мӑшӑрсенчен пӗри 36 ҫула яхӑн пулсан та çак программăна кӗме май пур (вӑл заявлени паракан пулма пултарать). Ҫемьере ача пулнă тӗслӗхре, программӑра тулли мар ҫемьесем те кӗме пултараççӗ.
Кунсӑр пуҫне, социаллă ипотека килӗшӗвӗ вăйра пулнă вӑхӑтра, çемьере ача çуралнă тӗслӗхре, патшалӑх кашни ачашăн хваттерӗн хакне 200ер пин тенкӗ чакарать.
Программӑн операторӗ – ТР Патшалӑхӑн пурӑнмалли ҫурт-йӗр фончӗ. Çак социаллă ипотека программинче хутшӑнассишӗн регистраци ыйтăвӗ енӗпе районти Ӗҫ тӑвакан комитетран ыйтса пӗлмелле.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев