Реклама
Хыпарсем
Алина – район чысне хӳтӗлӗ
«Автоледи – 2021» конкурсра автомобиль çӳретме пӗлекен ҫичӗ хӗрарӑм хутшӑнчӗ
Конкурса Раççей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД уйрăмӗ, «Çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ» Хусан хулинчи территориаллă управленийӗн профилактика уйрăмӗн Пăвари уйрăмӗ, Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗ хатӗрлерӗ тата ăна патшалӑх автоинспекцийӗ йӗркеленнӗренпе 85 ҫул çитнине халалланӑччӗ.
Вӑл икӗ этапра иртрӗ: «Çулҫӳрев правилисем» тата «Классика». «Ҫулҫӳрев правилисем» этапӗнче хӗрсемпе хӗрарӑмсем ҫул-йӗр правилисене мӗн таран лайӑх пӗлнине тишкерчӗҫ. «Классика» этапӗнче вӗсем автодромра автомобильпе çӳрес ӑсталӑхӗсене кӑтартрӗҫ.
Икӗ этап пӗтӗмлетӗвӗсем енӗпе I вырӑна – Алина Солдатова, II вырӑна – Лейля Яфизова, III вырӑна – Рамиля Волкова, IV вырӑна – Разина Яфизова, V вырӑна – Зоя Натюнова йышӑнчӗç.
Унта хутшӑнакансене тата призерсене «Çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалăхăн муниципаллă учрежденийӗн панă хаклă призсемпе тата дипломсемпе чысларӗҫ.
Алина Солдатова вара район чысне Хусанта иртекен конкурсӑн зона этапӗнче хӳтӗлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев